Тӗл перес енӗпе ӑмӑрту
Хыпарсем

Тӗл перес енӗпе ӑмӑрту

Çар çыннине асăнса

Шкул ачисен хушшинче пневматика винтовкинчен перессипе ӑмӑрту иртнӗ. 

Турнира ҫар юхăмӗн ветеранне Виктор Юрьевич Тихонова асӑнса ирттерчӗç.

Виктор Тихонов 1985 ҫулхи мартăн 28-мӗшӗнче Пăрăнтăк ялӗнче ҫуралнӑ. 2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче ӑна уйрăм мобилизаци шайӗнче ҫар службине илнӗ. 2013 ҫулхи август уйӑхӗнче ҫар заданине пурнӑҫланӑ май, йывӑр аманать, сипленнӗ хыҫҫӑн, каллех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Унтан 1925 ҫулхи февраль уйӑхӗнче каллех аманать, анчах çар заданине пурнӑҫлассинчен пӑрӑнмасть. 2025 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнче вӑл паттӑрлӑх кӑтартса, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне, пуçне хурать. Вӑл 40 ҫулта çеç пулнӑ. «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан», II степеньлӗ «Çар паттӑрлӑхӗшӗн» тата «Суворов» медалӗсемпе наградӑланать.
Мероприятие Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Виктор Тихоновӑн çарти тусӗ, турнирăн пуҫаруçисенчен пӗри Алексей Ягашкин, геройӑн мӑшӑрӗ Екатерина Викторовна, ывӑлӗ Егор тата йӑмӑкӗ Арина хутшӑнчӗҫ.

Рустам Мухаметзянов ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизм туйăмӗпе воспитани парас тӗлӗшпе ҫакнашкал турнирсем ирттерни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. «Пирӗн ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхне асра тытмалла», –  терӗ вӑл.

Алексей Ягашкин та хӑйӗн тусӗ паттӑр, çирӗп ăс-тăнлă, ырӑ кӑмӑллӑ пулни çинчен аса илсе калаçрӗ.

Турнирăн  пӗтӗм-летӗвӗсем тӑрӑх,  ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене чысларӗç. Унта хутшӑнакансене пурне те медальсем, грамотӑсем тата парнесем пачӗҫ. Турнирăн йӗркелӳҫисем, мероприяти вӑхӑтӗнче тунă кӑтартусене ГТО комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫланин шутне кӗртӗç, тесе пӗлтерчӗç.

 


Нет комментариев