Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Техника хӗллехи управра

Комисси ял хуçалăх техникине хӗле кирлӗ пек управа хунин пахалăхне хакларӗ

Комисси ял хуҫалӑх техникине хӗллехи управа лартас ӗçсен пахалӑхне хакларӗ.

Районта ял хуҫалӑх техникине хӗллехи управа лартнин пахалӑхне тӗрӗслес тата хуҫалӑхсенче юсав ӗҫӗсене йӗркелес енӗпе комисси ӗҫлерӗ. Комисси йышӗнче Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерствин АПК инженерипе техника тивӗҫтерӗвӗн пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Раис Идрисов, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн ертӳçи Талгат Халитов, агроуправленийӗн механизаци енӗпе ӗҫлекен консультанчӗ Раниль Ахметшин, «Гостехнадзор» управленийӗн инспекторӗ Ильдар Шайхаттаров тата ыттисем пулчӗç.

Тӗрӗслев «Цильна», «Çӗпрел-Рассвет Агро», «Агротранспорт» обществӑсен, «Дамаев Н.Н.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн машинӑпа трактор паркӗсенче пулчӗ.

Предприятисенче техникӑна тăпра тата ӳсентӑран юлашкисенчен тасатас, шинӑсене хӗвел пайăркисенчен сыхлакан хатӗрпе ӗçе кӗртес тата ҫумӑр лекесрен хӳтӗлес, дизель çăвӗпе сӗрес ӗҫсене пурнăçланă. Комисси ял хуҫалӑх техникине хӗллехи тапхăрта упрас тӗллевпе юсав ӗçӗсене пурнăçлама май паракан условисене лайăх хакларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев