Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Техника утă çине тухма хатӗр

Ял хуçалăхӗ

Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсен, хуҫалӑхсем техникӑна утă çине хатӗрлеме пуçлаҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере хуҫалӑхсемпе обществӑсем хушшинче выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникăн хатӗрлӗхӗ енӗпе конкурс шайӗнче комисси ӗҫлерӗ, унăн составне ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Д.Яшин, «Татагролизинг» обществăн тӗп инженерӗ Р. Гимадиев, районти ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Т.Халитов тата специалисчӗсем, «Гостехнадзорӑн» районти пайӗн тӗп патшалӑх инженерӗ Ильдар Шайхаттаров кӗнӗччӗ.

Комисси районти ял хуҫалӑх формированийӗсен машинӑпа трактор паркӗсене ҫитсе курчӗ, унта хатӗрлӗх линийӗ ҫине утӑ пуҫтаракан комбайнсем, пресс-подборщиксем, прицеп агрегачӗсем, çăк машинисемпе тракторсем лартнӑччӗ.

Хуҫалӑхсенчи транспортсенчен пурне те пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе, аптечкӑсемпе, тивӗçлӗ оборудованисемпе комплектланă. Выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техникӑсене çӳретме квалификациллӗ механизаторсем палăртнă.

Ӗҫ вӑхӑтӗнче техникăна йышăнакан комисси «Цильна», «Çӗпрел  Рассвет Агро», «АгроТрансПорт» обществӑсене ҫитсе курчӗ.
Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, комисси çак хуҫалӑхӗсене лайӑх хак пачӗ.

Цифрăсем
Районта хӗллехи тапхӑр валли выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗçе 196 техника хутшӑнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев