Тăван ене халалланă пурнăç
Алексей Егорович Ярухинӑн ӗҫ биографийӗ район тӑрӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ
Ҫӗнӗ Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Егоровичăн ӗҫ çулӗ 1983 ҫулта Чапаев ячӗллӗ колхозра пуҫланать.
Нумай ачаллӑ ҫемье... Ашшӗ – колхоз председателӗ... Ҫавӑнпа ҫамрӑк каччăна колхозра, хуҫалӑх ӗҫӗсенче нумай ӗҫлеме тӳрӗ килет. Унтан ҫарта пулни, аслӑ пӗлӳ паракан шкулта пӗлӳ илни – ҫаксем пурте унӑн пурнӑҫ карьеринче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланма стимул панă.
Ял тӑрӑхне аталантарас, унта пурӑнакансен интересӗсемшӗн тăрăшса ӗçлесе пурăнас ӗçе вӑл 1999 ҫулта пуçăнать. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тӗрлӗ реформа витӗр тухнӑ вӑхӑтсенче те халӑх ӑна ҫак ӗҫе шанса парать, йӑнӑшмасть. Упи ял тӑрӑхне яланах район, республика шайӗнче те тӗслӗхе илсе кăтартаççӗ, сумлӑ хӑнасене йышӑнать, пысӑк мероприятисене те кунта ирттереççӗ.
Вӑл кабинетра ларса йышӑнусем тума кӑна мар, лару-тӑрӑва хӑй куҫӗпе курма, ҫынсен шухӑшне итлеме тӑрӑшать. Шухӑшсен анлӑшӗ, чӑнлӑх, ансатлӑх тата пурнăçланă ӗçӗсене ертӳçӗсем те опытлӑ, компетентлӑ, ку чухнехилле шухăшлă йӗркелӳҫӗ пулнă май, пысӑка хурса хаклаççӗ, район пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма сӗнеççӗ. Ку ӗçе вӑл 2019 ҫулхи август уйăхӗнче пуçăнать, ҫак должноҫа паянхи кунччен йышӑнса тăрать.
Алексей Ярухин – тӗрлӗ енлӗ пултаруллă ҫын. Тӗп ӗҫӗсӗр пуҫне вӑл общество ӗҫне, спортпа культурӑна хастар хутшӑнать. Нумай ҫултанпа Алексей Егорович Чӑваш наципе культура центрне те ертсе пырать, чӑваш культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хăварассишӗн тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать.
Спорт унӑн пурнӑҫӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнса тăрать. Вӑл йӗлтӗр ăмăртăвӗсенче активлă хутшӑнать, муниципалитет служащийӗсен Спартакиадинче команда йышӗнче призлӑ вырӑнсем йышӑнать. Унсӑр пуҫне, вӑл шахматпа та интересленет, шкулсенче шахмат кружокӗсем йӗркелес тата ӑмӑртусем ирттерес ӗҫре те пуçаруçă пулса тăрать.
Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна патшалӑх тата республика наградисемпе чысланӑ: «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерессинчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2003) тата «Тутарстан Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарассишӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2016).
Иртнӗ тунтикунри канашлура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Алексей Егоровича 60 çулхи юбилейпе саламларӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарас ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн «Тутарстан Республикин муниципаллӑ йӗркеленӗвӗсен Совечӗн» хисеп паллине пачӗ.
Алексей Егорович ҫемьере те тӗслӗхлӗ атте, мăнукӗсен юратнă аслашшӗпе кукашшӗ. Мӑшӑрӗпе Людмила Александровнапа пӗрле ултӑ ача ҫитӗнтернӗ, пӗр ывӑлӗ паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче службăра тăрать.
Пурнӑҫӑн анлă ҫулне утса тухса, ял ҫыннисен тата районта пурӑнакансен хисепне ҫӗнсе илнӗ Алексей Ярухинӑн – илемлӗ, сумлă юбилей. Умра вара – ҫӗнӗ плансем, ҫӗнӗ пуҫарусем, ҫӗнӗ ҫӳллӗшсем. Малашне те ăна çак ӗç ҫулӗ ҫинче ӑнӑҫусем сунатпӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев