Тăван çӗршывшăн служить тăвасси – чыслă ӗç
Çар служби
Пулас салтаксен черетлӗ ушкӑнӗ срочнӑй служба иртме республикӑри ҫар комиссариачӗн сборнӑй пунктне кайрӗ.
Вӗсен хушшинче: Чăваш Паснапуç ялӗнчен Максим Васильев, Тутар Саплăк ялӗнчен – Михаил Горбунов, Ҫӗнӗ Ҫӗпрелӗнчен – Ильназ Насретдинов, Чӑваш Паснапуçӗнчен – Павел Поселенцев, Тутар Шатăршан ялӗнчен Райят Рамазанов, Чӑваш Шемӗршелӗнчен Дмитрий Тужилкин та пурччӗ.
Ачасене ӑсатасси яланхи пекех Петр Дементьев паркӗнче иртрӗ. Вӗсене ӑсатма район ертӳçисем, ҫывӑх ҫыннисем, тусӗсем пухӑннăччӗ.
Каччăсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов чӗнсе каларӗ.
– Ҫарта пулнӑ май, эсир Тӑван çӗршыв умӗнчи сӑваплӑ тивӗҫе пурнӑҫлатӑр. Мӗншӗн тесен умра –тулли пӗр пурнăç. Ҫарта хӑвӑра лайӑх енчен çеç кӑтартăр. Ыттисемшӗн тӗслӗх пулӑр, командирсене итлӗр, шанчӑклӑ туссем тупӑр. Службăна чыслӑн пурнӑҫлӑр, чиперех таврӑнӑр, – терӗ вӑл.
Ырӑ йӑлапа ачасене ҫул çине укçа та пачӗç.
«Тăван çӗршывшăн служить тăвасси – чыслă ӗç», – тесе каччăсем пӗр ҫултан таврӑнма шантарса, ҫывӑх ҫыннисемпе сывпуллашрӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев