Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«ТАТМЕДИА» почта ӗҫченӗсене чысларӗ

Мероприяти «Тутарстан почти» уйрăмӗпе пӗрле йӗркеленӗ

«Татмедиа»  акционерла обществăра 2026 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗшӗн пынă çырăнтару кампанийӗнче хастар ӗҫленӗ почтальонсене чысларӗҫ.

Мероприятие  2026 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче хаҫат-журнала ҫырӑнтарассипе чи лайӑх кӑтартусем тунă ӗҫченсене чӗннӗччӗ. Конкурса «ТАТМЕДИА» акционерла общество 2009 ҫултанпа ирттерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те Дипломсемпе чысларӗç. Унсӑр пуҫне, почта ӗҫченӗсене укҫан премисем те пачӗç.

Вӑрттӑнлӑх мар, хальхи цифровизаци тапхӑрӗнче хаҫат-журнал тиражӗсене сыхласа хăварма ҫулран-ҫул йывӑрланса пырать. Ҫавӑнпа конкурсăн тӗллевӗ – пичет кӑларӑмӗсене малалла пурӑнтарасси. Ҫакӑ вара почта ӗçченӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе тӳрремӗнех çыхăннă.  Кун çинчен «ТАТМЕДИА» акционерла обществăн генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков почта ӗҫченӗсене саламланӑ май пӗлтерчӗ.

– Эпир халӑх хушшинче информаци сарас ӗҫре почтальонсемпе пӗрле ӗҫлетпӗр. Эсир пирӗн шанчӑклӑ тӗрев, тавтапуҫ сире ӗҫӗршӗн! Кирек мӗнле лару-тӑру, мӗнле кăна ывӑрлӑхсем килсе тухас пулсан та, эпир юлашки подписчик таранах хаҫат-журнал кӑларӑпӑр, – терӗ вӑл.

«Раҫҫей Почти» акционерла обществăн «Тутарстан почти» управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Алексей Костин та мероприятие хутшӑнчӗ:
– Почта ӗçӗ халӑхшӑн яланах пулчӗ, халӑх та яланах почтӑпа, почтальонсемпе пӗрле пулчӗ, кашни килте почтальон кӗтнӗ хӑна вăл. Ку паян та ҫаплах, почта халӑхшӑн ӗҫлет тата ӗҫлӗ, – терӗ вӑл.

Мероприятие республикӑри пур районтан та конкурсра ҫӗнтернӗ почтальонсене чӗннӗччӗ. Çӗпрел районӗнчен «Туган як» – «Тăван ен» хаҫатсене чи нумай çырăнтарнă почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн почтальонӗ Дания Миначева тата Упи почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн почтальонӗ Марина Самандеева та пурччӗ. Вӗсем иккӗшӗн те хăйсен пурнӑҫӗн чылай пайӗ почта ӗçӗнче иртнӗ, иккӗшӗ те хӑйсен ӗҫне парӑнса, ӗҫӗсене юратса пурнӑҫлаççӗ.

– Эпӗ икӗ теҫетке çул ытла почта уйрӑмӗнче ӗҫлетӗп. Пурнӑҫра мӗнле кăна йывăр вӑхӑтсем пулсан та, ӗҫе пӑрахма нихӑҫан та шухӑшламан эпӗ. Мӗншӗн тесен кашни килтех мана кӗтекен аслă çулсенчи çыннăмсем пур. «Паян хаҫат илсе килетӗн-тӗр вӗт, е, тата, паян пенси кунӗ вӗт», – тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ. Кая юлсан «выговор та» параҫҫӗ, – тесе шӳтлет Марина Самандеева.
Марина хӑй те Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, çемье çавăрнă, икӗ ача пӑхса ӳстернӗ. Паян ялта пӗччен пурăнакан, пӗр кинемие хăй патне илнӗ. «Эпир пӗр-пӗриншӗн тӗрек, юлташ пулса пурӑнатпӑр», – тет вӑл.

Дания Миначева та Кивӗ Кахăрлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫавӑнпа тӑван ялӗнчен аякра пурăнма шутламан. Виҫӗ ача пӑхса ӳстернӗ, аслă пурнӑҫ çулӗ çине кăларнă. Унӑн шӑпи: «Тутар хӗрарӑмӗ мӗн кăна курмасть-ши?» текен каларӑша трӗ килсе тăрать. Пурнӑҫ йывӑрлӑхсем кӳрсен те, вӑл пуçне усмасть, пурнăçран илем тупса пурӑнма тӑрӑшать. Вӗсен кил-картишӗнче выльӑх-чӗрлӗх те йышлӑ, ялти ҫитӗннӗ ҫынсене те тимлӗх уйӑрма ӗлкӗрет.

– Эпӗ хамӑн яла, хамӑн халӑха, хамӑн ӗҫе яланах юратса пурăнтăм, пурӑнатӑп та. Кун ирхи 4 сехетрен пуҫланать, каҫхине вӗҫленет. Кӑмӑл пур чухне пур çӗре те ӗлкӗрме пулать, – тет  Дания       Миначева.

Ҫакӑн пек пурнăçа юратакан почтальонсем пулсан районти пичет те пурӑнасса ӗмӗт пурах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев