Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тăрăшуллă ӗçпе иртнӗ пурнăç çулӗсем

Районта ӗҫрен киленӳ тупнă, пурнӑҫӑн кашни саманчӗпе савӑнса пурăнакан аслă çулсенчи çыннăмăрсем пур

Анат Вăрманай Шăхаль ялӗнчи вӑрӑм ӗмӗрлӗ Ольга Максимовна Осипова хӑйӗн 98 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Ҫак пулӑм савӑнӑҫне пайлама тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав тума район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова килнӗччӗ.

Килти ӑшӑ, хӑтлӑ лару-тӑрура хӑнасем Ольга Максимовнана чечек ҫыххи тата асӑнмалӑх парне пачӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлă çырăвне пани вара, уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулчӗ. Вӗсем ӑна ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата вăй-хал çирӗплӗхӗ сунчӗç. «Ҫитес ҫул та сире 99 ҫулпа  тата малашне 100 çулхи юбилей ячӗпе те саламлама килӗпӗр-ха!» – тесе шантарчӗҫ хӑнасем.

Ольга Максимовна саламсене хапӑлласах йышӑнчӗ, хӑй те хаваспах калаҫрӗ, хӑйӗн ҫӑмӑл мар, анчах та ҫутӑ кун-ҫулӗ ҫинчен калаçрӗ. 

Ольга Максимовнан пурнӑҫ ҫулӗ ҫӗршывшӑн йывӑр ҫулсене тӳрӗ килнӗ, анчах ҫивӗчлӗхӗ, вӑйлӑ характерӗ ӑна пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшать.

Вăл Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗчӗкренех йывӑр ӗҫпе ӳснӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче, ҫамрӑк чухне, колхозăн уй-хирӗнче ӗҫленӗ. Шӑпа ачашламан ӑна: 7 ҫултах тӑлӑха юлать (амӑшӗ вилсен, ашшӗ иккӗмӗш хут авланать). Фронта тухса кайнӑ виҫӗ пӗртӑванран пӗри ҫеҫ таврӑнать. Тепӗр тетӗшӗ вӑрҫăра хирург пулнă.
1948 ҫулта Ольга Максимовна Анат Вӑрманай Шăхаль ялӗнчи Иван Алексеевича качча тухать. Вӗсем 70 ҫул ытла пӗрле килӗштерсе пурӑнаççӗ, виҫӗ ача ҫуратса ӳстереççӗ. Мăшăрӗпе пӗр ывӑлне ҫухатнă, анчах та вăл пӗччен мар, ывӑлӗпе Николайпа тӗп никӗсре пурăнать. Хӗрӗ те ялта, çывăхра. Ольга Максимовнан мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем те пиллӗкӗн.

Аслă çулсенче пулсан та, Ольга Максимовна хӑнасене ырă-сывă тӗлӗнмелле уҫă кăмăлпа кӗтсе илчӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев