Талантсем ӳсеҫҫӗ
Фестиваль
«Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн зонӑри турӗнчен районти ҫамрӑк талантсем ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗҫ.
Фестивале Раҫҫей Халӑхӗсен пӗрлӗхӗн тата Çар тата ӗç паттӑрлӑхӗн çулталӑкне халалланӑччӗ.
Апастово районӗнче «Созвездие – Йолдызлык – 2026» республикӑри ҫамрӑксен эстрада искусствин уҫӑ телекурав фестивалӗн зонӑри тапхӑрӗ иртрӗ. Икӗ куна тӑсӑлнӑ суйлав турӗсенче пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксем сцена ҫинче хӑйсен творчествăлла пултарулӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Пурӗ 237 творчестăлла пултарулăх сӗннӗ, унта 1700 ытла ача хутшӑннӑ.
Фестивале хутшӑнакансен хушшинче Пӑва, Камско-Устье, Тури Услон, Теччӗ, Кайпăç тата Апастово районӗсен хушшинче Çӗпрел районӗн ачисемпе çамрăкӗсем те пурччӗ. Вӗсем тӗрлӗ жанрпа 24 номер кăтартнă.
Фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Илемлӗ сӑмах» номинацире (конферанс): 1-мӗш вырӑна — Валерия Кудрявцева, 3-мӗш вырӑна – Амирхан Сагдиев, ятарлӑ парнене Раида Волкова тивӗçлӗ пулчӗç.
Вокал (соло) енӗпе: 1-мӗш вырӑна – Аделина Хасанова, 2-мӗш вырӑна – Азалия Сабирзянова, 2-мӗш вырӑна Риана Хасанова çӗнсе илчӗç, ятарлӑ парнене Эллария Хасанова тивӗçрӗ.
Вокал ансамблӗсен хушшинче 2-мӗш вырӑна «Яз нуры» ансамбле пачӗç.
Хореографи енӗпе: 1-мӗш вырӑна «Тан» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ йышăнчӗ.
Гала-концертра фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисемпе хутшăнакансене Дипломсемпе, хаклӑ тата асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗҫ. «Созвездие» фестивалӗн зона тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Чи-чи пултаруллисем вара тӗп хулан сцени çине тухса хăйсене палăртӗç.
Справка
Фестиваль Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановӑн харпӑр патронажӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн ЮНЕСКО ӗҫӗсен комиссийӗн хӳттипе, Тутарстан Республикин ҫамрӑксен ӗҫӗсен тата спорт министерствин пулӑшӑвӗпе иртет. Ҫак пысӑк творчество проекчӗ ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне уҫса пама, искусство тӗнчинче пӗрремӗш утӑмсем тума анлӑ майсем туса парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев