Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ
Районăн хисеплӗ çынни — Вячеслав Михайлович Матюшин
Вячеслав Матюшин Кивӗ Чакă ялӗнче ҫуралнӑ, хальхи вăхăтра район центрӗнче — Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнать. Вӑл Михаил Николаевичпа Анастасия Ивановна Матюшинсен, нумай ачаллӑ, ҫемйинче ӳссе ҫитӗнет.
Ашшӗпе амăшӗ унăн вӑрҫӑчченех паллашнӑ. Ашшӗ парти райкомӗнче инструктор, амӑшӗ Упи ялӗнче колхозра бухгалтер пулса ӗҫленӗ. Ҫемьере ҫичӗ ача ӳснӗ, Слава, вӗсенчен чи кӗҫӗнни, ашшӗпе амăшӗ ӗçре чухне тетӗшӗсемпе аппăшӗсем пулӑшăвне туйса ӳсет, вӗсене ырӑ кӑмӑлпа аса илет.
Халӗ Вячеславăн икӗ аппӑшӗ Нина (1942 ҫ. ҫ.) тата Роза (1945 ҫ. ҫ.) ҫемйисемпе Ульяновск хулинче пурӑнаҫҫӗ, тивӗҫлӗ канура, асли ӗмӗр тӑршшӗпех бухгалтерта ӗҫленӗ, иккӗмӗшӗ — суту-илӳ тытӑмӗнче. Тетӗшӗ Иван, 1949 ҫулта ҫуралнӑскер, вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, Ульяновскри политехника институтӗнче инженер специальноҫне алла илнӗ, ӑна Шупашкарти трактор тӑвакан завода янӑ, тивӗçлӗ канăва тухичченех аслӑ технолог пулса ӗҫлет. Тепӗр тетӗшӗ — Иван, 1951 ҫулта ҫуралнӑскер, ӗмӗрӗпех Шупашкар хулинче васкавлӑ пулӑшу водителӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӗсем иккӗшӗ те тивӗçлӗ канура. Виççӗмӗш тетӗшӗ — Борис, 1953 çулта çуралнăскер, 31 çул тултарсан, пӗртăванӗсене хăварса, сасартăк пурнăçран уйрăлса каять. 1958 çулта çуралнă аппăшӗ Елена Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен специальноҫа алла илнӗ, тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Набережные Челны хулинчи шкулта ӗҫлет.
Вячеслав шкул ҫулӗсенче, пур арҫын ача пекех, спорта кăмăллать, футболпа, йӗлтӗрпе интересленет, ҫапах та, вӑл вӗренӳре уйрӑмах тӑрӑшса, лайӑх паллӑсемпе кӑна вӗренет, сӑпайлӑ та дисциплинӑллӑ пулать. Вячеслав хӑйӗн тантӑшӗсем хушшинче культурӑпа спорт мероприятийӗсене хастар хутшӑннипе тата комсорг хушнине пурнӑҫласа, класпа шкулӑн обществăлла пурнӑҫӗн активисчӗ пулнипе палӑрса тăрать. Кивӗ Чакӑри сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан лайăх паллăсемпе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 1978 ҫулта, Анат чакӑ вӑтам шкулӗнче малалла пӗлӗвне тăсать.
Эпӗ Вячеславпа 47 çул каялла, Кивӗ Чакӑ шкулӗнче физкультурӑпа музыка вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ çулсенче паллашрӑм. Эпӗ ун чухне Вячеславăн ашшӗн тетӗшӗн, запасри майорăн Константин Матюшинăн тӑлӑх арӑмӗ Мария патӗнче хваттерте пурӑнтӑм. Вячеслав хӑйӗн ҫывӑх тӑванӗн вăрçă çулӗсене тӗплӗн тишкернӗ, хӑйӗн пиччӗшӗпе питӗ мăнаçланать, вӑрҫӑ ҫулӗсенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ҫар офицерӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ тата нумай медале тивӗçлӗ пулса тӑнӑ.
Шкул хыҫҫӑн, Вячеслав Хусанти 34-мӗш техника училищине вӗренме кӗрет, пӗрремӗш, чылай сайра тӗл пулакан «Заместитель начальника почтового вагона» специальноçа алла илет. Анчах та илнӗ специальноçӗпе ӗçлесе ӗлкӗреймест. 1979 ҫулхи ҫуркунне ăна ҫар службине илеççӗ. Вячеславăн служби Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи Хӗрлӗ Ялавлӑ чикӗ округӗнче, авиаци хӗҫ-пӑшалӗн аслӑ механикӗ пулнă май иртет. Çар тата политика хатӗрленӗвӗнчи ҫитӗнӳсемшӗн вăл «1-мӗш класлă специалист» ята тивӗçлӗ пулать, çавӑн пекех, çар службине тӳрӗ кӑмӑлпа ирттернӗшӗн тата ҫар присягине ҫирӗп пурнӑҫланӑшӑн I степеньлӗ «Совет Ҫарӗн Отличникӗ», II степеньлӗ «Чикӗ çарӗсен отличникӗ», «ВВС отличникӗ» кӑкӑр çине çакмалли паллăсемпе наградăланать.
Çар служби хыҫҫӑн Вячеслав Ҫӗпрел районӗнчи потребительсен обществинче ӗҫлеме пуçлать. Малтан вӑл товаровед вӗренекенӗ пулса, унтан Чукал предприятийӗнче товаровед пулса, ӗçне малалла тăсать. 1983 ҫулта Пăрăнтăк станцийӗнчи тата элеваторти столовӑя ертсе пырать, каярах Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи тӗп столовӑйăн производство заведующийӗ пулса тӑрать. 1984 ҫулта ăна Ҫӗпрел районӗнчи потребительсен обществине «Хуҫалӑх таварӗсем» складăн заведующийӗ пулма куçараççӗ.
Вячеслав — тӗслӗхлӗ ҫемье пуҫӗ те. 1984 ҫулхи июнь уйăхӗнче, хăйпе пӗр ялта ӳссе çитӗннӗ, Нина Шишкинапа çемье çавăрать. 1985 ҫулта вӗсен Владислав ятлӑ ывӑл ҫут тӗнчене килет. Владислав Ульяновскри аслӑ ҫар ҫыхӑну училищинчен вӗренсе тухнӑ, халӗ Хусанти Шалти ӗçсен министерствинче офицер пулса тӑрӑшать. Владислав страхлакан компанире ӗҫлекен Юлияпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсен Анна ятлӑ хӗр ӳсет.
Вячеславăн мăшăрӗ, Нина Петровна, Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «Бухгалтери учечӗ тата хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне тишкересси» специальноҫпа вӗренсе тухать. Вӑл чылай вӑхӑт районти çутӗç пайӗнче бухгалтер тата централизациленӗ бухгалтери пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫлет. Вӗсем иккӗшӗ те тӗрлӗ аслă вӗренӳ çурчӗсенче пӗрешкел специальность алла илнӗ пулсан та, пурнӑҫра тӗрлӗ ӗç çулӗ суйланӑ.
Ҫапла вара, Вячеслав Матюшин йывӑрлӑхсемпе тӗрӗслевсем витӗр тухса, районта хисеплӗ ҫын пулса тӑрать. Унӑн ӗҫченлӗхӗ, яваплӑхӗ тата ҫемьене юратни ыттисене те хавхалантарать.
Вячеслав Матюшина пӗр вăхăт Чукалти коопераци предприятийӗн директорӗ пулса ӗçленӗ хыççăн, район центрӗнчи «Детский мир» магазинăн заведующийӗ пулма куҫараççӗ. Эпӗ вӑл вӑхӑтра район центрӗнче ҫемьепе пурӑнаттӑм, вӗсем мăшăрӗпе Нина Петровнӑпа лавккара туянакансемпе тимлӗ те лӑпкӑн калаçнине астӑватӑп. Вӗсен уҫӑ кӑмӑлӗ тата сăпайлăхӗ чылай ҫынра, пӗлӗшӗсенче асра юлнӑ. Пирӗн районта чӑвашсемпе тутарсем йышӗпе пӗр танах, ҫавӑнпа Вячеслав Михайловича тутар чӗлхине пӗлни яланах ăна ӗçре, пурнăçра пулăшса пырать.
1989 ҫулхи апрель уйӑхӗнче ăна районти потребительсен союзӗн обществӑлла апатланăвăн хозрасчет пӗрлешӗвӗн директорне лартрӗҫ.
Ӗҫне пӑрахмасӑр, вӑл Мускаври Халӑхсен Туслӑхӗн орденӗн коопераци институтӗнче «Бухгалтер учечӗ тата аудит» специальноҫӗпе вӗренчӗ, экономист квалификацине алла илчӗ.
Унăн тăрăшулăхне курса, район адми-нистрацийӗпе ял хуҫалӑх управленийӗ ăна «Россия» колхозӑн тӗп бухгалтерӗ пулма сӗнет. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче çавăнтах склад заведующийӗнче ӗҫлет, унтан «Знамя» обществăна ҫав должноҫах куҫать. 2000-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче ӑна район центрӗнчи «Универмаг» лавккан директорӗ пулма палăртаççӗ.
Вячеслав Михайлович виҫӗ ҫул 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗн директорӗн администраципе хуҫалӑх енӗпе ҫумӗ пулать. 2018 ҫул вӗҫӗнчен — районти нумай функциллӗ центр ҫумӗнчи хуҫалӑхпа эксплуатаци службин пай пуҫлӑхӗн тивӗçне пурнăçласа пырать.
Кирек ӑҫта ӗҫлесен те вӑл хӑйӗн тивӗҫӗсене яланах яваплӑха туйса, чыслӑн та тивӗҫлӗн пурнӑҫлать.
Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Вячеслав Михайлович нумай Тав хучӗсемпе грамотӑсене тивӗçлӗ пулать, унăн сăн ӳкерчӗкӗ районти Хисеп Хӑми ҫине те вырнаçнă.
Вячеслав Матюшин пек ҫынсем пирки вара: «Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ», — теҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев