Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сыхлӑха чакарар мар!

Хăрушсăрлăх

Терроризма хирӗҫ кӗрешекен комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ.

Ларăва комисси ертӳçи, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пычӗ. Мероприятие хутшӑнакансем: право хуралӗн органӗсен, вӗрентӳ, культура, ҫамрӑксен политикин пайӗсен представителӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем муниципалитетра хӑрушсӑрлӑха сыхласа хӑвармалли тата ҫирӗплетмелли мерӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Районти çутӗç пайӗн пуҫлӑхӗ Газинур Халиуллов пӗлӳ паракан учрежденисенче профилактика мероприятийӗсене пурнӑҫлани пирки пӗлтерчӗ.

– Паянхи кун районти пӗлӳ паракан  учрежденисене пурне те полицие чӗнмелли хатӗрсемпе оборудованиленӗ. Вӗренекенсемпе педагогика коллективӗсене  хӑрушсӑрлӑхпа  талӑкӗпех тивӗҫтереҫҫӗ, видеосӑнав системисене вырнаçтарнă, тӗрӗслев режимне нормативлӑ требованисемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Çутӗç организацийӗсен территорийӗсене ют ҫынсене кӗме чараҫҫӗ, – терӗ ертӳҫӗ.

Комисси секретарӗ Раиль Мухаметзянов «уйрӑм тимлӗх» категорине кӗрекен ҫынсемпе адреслӑ профилактика ӗҫӗ пирки калаçрӗ, район территорийӗнче кун пек ҫынсем пулманнине палӑртса иртрӗ. 

Раиль Мухаметзянов,  2024-2028 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗнче терроризм идеологине хирӗҫ кӗрешмелли комплекслӑ план пурнӑҫа кӗнӗ май, профилактика ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ.

– Вӗренӳ учрежденийӗсемпе отрасль технологийӗсен техникумӗнче терроризма хирӗҫ 124 мероприяти иртрӗ. Ҫак ӗҫсене ҫар юхăмӗн ветеранӗсене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене активлă явӑҫтарнӑ. Тутарстан Республикин муниципаллӑ йӗркеленӗвӗсен терроризма хирӗҫ кӗрешекен комиссийӗсен 2025 ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Ҫӗпрел районӗ – профилактика ӗҫне ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ территорисен шутӗнче, – терӗ.

Ларура Алешкин-Саплăк, Аслă Чăнлă ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем Петр Артемьевпа Фаиль Фатхуллов ял тӑрӑхӗсенче терроризмпа экстремизма профилактикӑлас ӗҫ-хӗл ҫинчен докладсем турӗҫ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе Контрольпа счет палатин председателӗ Резида Гафурова тухса калаҫрӗ. Вӑл бюджет тӑкакӗсемпе законлă тата тухӑҫлӑ усӑ курассине тивӗҫтерес тӗллевлӗ тӗрӗслев мерисем пирки ӑнлантарчӗ.

Тухса калаҫнисене вӗҫленӗ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров çак ҫул-йӗр енӗпе май килнӗ таран тимлӗн пулма чӗнсе каларӗ.
– Халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсем ҫине формально пӑхма юрамасть, – тесе палӑртрӗ вӑл.

Ларура каланӑ шухӑшсемпе тата ҫӗкленӗ проблемăсем терроризма хирӗҫ кӗрешекен комиссийӗн ӗҫ планне кӗчӗҫ. Халӑх сыхлӑхне ҫухатмалла маррине тепӗр хут палӑртрӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев