Шыв темине малалла тӑсса
Ҫак эрнере Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Газовая, Зариф Алимов, Р. Низамутдинов, Фазлаев, Семенов урамӗсенче пурӑнакансене ӗҫмелли шыв кӳрессине йӗркелерӗç.
Асӑннӑ мерӑна шывпа тивӗҫтерес системăра килсе тухнă чӑрмавсене пула йышӑнчӗç.
Халӑх валли шыв турттарассине «Прогресс» предприяти йӗркелерӗ. Организацин ятарлӑ машини ҫирӗплетнӗ графикпа ҫӳрет.
«Ҫамрӑклӑх ҫулӗсем, кӳршӗри пусӑран шыв илни аса килчӗ. Тавах ертӳҫӗсене шывпа тивӗҫтерессине йӗркеленӗшӗн. Çак проблема та татса парăнӗ тесе ӗмӗтленетпӗр», – тесе хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ Р.Низамутдинов урамӗнче пурӑнакан Ольга Петухова.
Районта халӑха шывпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру çивӗч пулса юлать. «Прогресс» организацийӗн ертӳҫи Евгений Иванцов каланӑ тӑрӑх, централизациленӗ тытӑмра шыв запасӗ чакни ҫӑлкуҫсем типсе ларнипе килсе тухать.
Кун пирки ӗҫлӗ тунтикун вӑхӑтӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та палӑртса иртрӗ.
«Мӗнле пулсан та, ку ыйтӑва татса памалли майсем тупăнӗç, эпир те уншăн пӗтӗм вӑя хурӑпӑр», – терӗ Марат Ринатович.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев