Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сыпă чирӗсем

Сывлăх

Сыпӑ чирӗсем – тӗнчери инвалидлӑхӑн тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри.

Паян 500-600 миллион ытла ҫын остеоартритпа пурӑнать, тӗревпе хускану системин пур чирӗ те 1,7 миллиард ҫынна пырса тивет.
Сыпӑ чирӗсен тӗп сӑлтавӗсем – ӳт-пӳ ытлашши йывӑрланни, лара-тӑра пӗлменни, йывӑр ӗç ӗҫлени, йӑхран йӑха куҫакан факторсем, диабет тата япаласен ылмашӑнӑвӗ пӑсӑлни.

Специалистсем каланӑ тӑрӑх, пӳрне сыпписене шатăртаттарни ревматоидлӑ артрит, подагра е ытти аутоиммун артритне кăларса тăратмасть. Анчах та ку йӑларан май килнӗ таран пӑрӑнсан лайӑхрах, мӗншӗн тесен сыпӑ шӑммине тӑтӑшах механикӑлла витӗм кӳни малашне остеоартрит аталанӑвне хускатма пултарать.

Нумайăшӗ желе тата желатинлă ҫимӗҫсем сыпӑсене ҫирӗплетеҫҫӗ, сиенленнӗ шӑмӑ сыппине юсаҫҫӗ тесе шутлаççӗ. Тӗрӗссипе вара, ҫак ҫимӗҫсенчи коллаген вар-хырӑм ҫулӗнче аминойӳҫексем ҫине пайланать. Каярахпа организм ҫак япаласемпе тӗрлӗ кирлӗлӗх валли усӑ курать, вӗсем шӑпах чирлӗ сыпӑсене патне пырса лекни паллă мар. Ҫавӑнпа желе ҫини кăна шӑмӑ сыппине сиплеме пулӑшаймасть.

Сыпӑсем ыратсан та, ӑшӑтакан маҫсемпе, грелкăсемпе усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Енчен те ыратни суранланнипе е вӑйлӑ шăннă хыççăн килсе тухрӗ пулсан, сыпӑсене ӑшӑтни лару-тӑрӑва тата та йывӑрлатма пултарать. Ҫак вӑхӑтра сивӗтекен хатӗрсем тухӑҫлӑрах. Анчах йывӑр вӑй-хал ӗҫӗ хыҫҫӑн остеохондроз е мышцӑсем ыратни ҫивӗчленсен ӑшӑтакан хатӗрсем усӑ кӳме пултараҫҫӗ.

Сыпӑсем сывӑ юлччӑр тесен ҫак правилӑсене пӑхӑнни пӗлтерӗшлӗ:
 Кашни кунах зарядка туни.
 Тивӗҫлӗ кӗлетке йывӑрӑшне тытса тӑни.
 Шывра ишни, велосипедпа ҫӳрени, утни.
 Кальци тата Д витамин ҫителӗклӗ пулни.
 Пирус туртма пӑрахни.
 Суранланассинчен сыхланни.
Интереслӗ фактсем
 Ҫын организмӗнче 360 ытла сыпӑ пур. 
 Чи пысӑк сыпӑ – чӗркуҫҫи сыппи. 

 Шӑмӑ сыппин хӑйӗн юн тымарӗсем ҫук, вӑл сыпӑ шӗвекӗнчен тутлӑхлӑ япаласем илет. 
 Тӑтӑшах вӑй-хал активлăхӗ сыпӑсене апатлантарассине лайӑхлатать. 
 Ытлашши виҫе чӗркуҫҫи тата пӗҫӗ сыпписен пусӑмне темиҫе хут ӳстерет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев