Çӗнӗ организаци
Районта ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен Ассоциацийӗн вырӑнти уйрӑмӗ ӗҫлеме тытӑнӗ.
Ҫак ыйтӑва районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн канашлусен залӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Эдуард Шарафиев хутшӑннипе ирттернӗ ларура пӑхса тухрӗҫ. Мероприятире, ҫавӑн пекех, «Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен фончӗн» представителӗсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, социаллӑ хӳтлӗх, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн ӗҫченӗсем хутшӑнчӗç.
Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Эдуард Шарафиев палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен Ассоциацине 2024 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Ҫӗнӗ организацин тӗп тӗллевӗ – ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫемйисене вӑхӑтра тата адреслӑ пулӑшу парасси, ветерансен прависемпе интересӗсене хӳтӗлесси, вӗсене общество пурнӑҫне хастар хутшӑнма пулӑшасси.
Ассоциацийӗн «Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен фончӗ» ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу кăтартакан ытти организацисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлӗ. СВО ветеранӗсен Ассоциацийӗн членӗсем тӗрлӗ патриотла мероприятисене хутшӑнӗҫ, ҫар ҫыннисем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухассипе интересленӗç. Унсӑр пуҫне организаци ҫӗнӗ профессие алла илмешкӗн вӗрентӳ программисемпе, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшу парӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек формат ветерансене пулӑшу кӳрес ӗҫе системӑлама, проблемăсене хӑвӑрт тупса палӑртма тата вӗсене татса парассин тухӑҫлӑхне ӳстерме май парӗ.
– Чи кирли – ветерансемпе вӗсен ҫемйисене, адреслӑ тата тухӑҫлӑ пулӑшу парасси, – терӗ вӑл.
Районти СВО ветеранӗсен Ассоциацийӗн вырӑнти уйрӑмӗн координаци совечӗ ҫичӗ членран тӑрӗ, вӗсен составне мӗнпур ҫар юхăмӗн ветеранӗсене те кӗртнӗ.
Организацие ертсе пыма ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранне Фанис Хайруллина çирӗплетрӗç.
Нет комментариев