Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Шухӑшлав çул тупма пулӑшать

Предпринимательсен канашлăвӗн ларӑвӗнче тӗп ыйтусене пӑхса тухрӗç

Ларура пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалли мерӑсене, предпринимательлӗхе аталантарассине сӳтсе яврӗҫ.

Канашлăвăн ӗҫне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикин Экономика министрӗн ҫумӗ Айрат Шамсиев, Тутарстан Республикин Раисӗ ҫумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн обществӑлла йышӑну пӳлӗмӗн ертӳҫи Евгений Безроднов, Тутарстан Республикин Экономика министерствин предпринимательлӗхе хӳтӗлекен фондӑн Ҫӗпрел районӗнчи регионти представителӗ Данис Айнуллов, çавӑн пекех, Патшалӑх алкоголь инспекцийӗн, уйрӑм предпринимательсен тата хресченпе фермер хуҫалӑхӗсен, банксен представителӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Тӗлпулӑва уҫнӑ май, Марат Гафаров районта пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх аталанӑвӗ пирки кӗске информаци пачӗ.

– 2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне район территорийӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн 456 субъекчӗ хӑйӗн ӗҫне илсе пырать. Ку ӗç-хӗле 2659 ҫынна явăçтарнă. Районӑн экономика политикинче пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшасси тата аталантарасси пысӑк вырӑн йышӑнать, – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ.

Пулӑшу мерисем тата 
промышленность потенциалӗ

2025 ҫулта федераллӑ тата регион пулӑшӑвӗн тӗрлӗ мерипе районта пӗчӗк бизнесӑн 41 субъекчӗ усӑ курнӑ, финанс пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле сумми – 1,3 миллиард тенкӗ. Республикӑри тата федераллӑ пулӑшу мерисене явӑҫтарас çул-йӗр енӗпе Ҫӗпрел районӗ республикӑра 1-мӗш тата 2-мӗш вырӑнсене йышӑнать.

Айрат Шамсиев: 
 – Патшалӑх пулӑшӑвӗн программисемпе усӑ курассипе республика рейтингӗнче пӗрремӗш вырӑнсенче пулни –территорири предпринимательсемпе системăллă ӗҫ илсе пынин кӑтартӑвӗ те. Района ҫӑмӑллӑхлӑ кредит панинчен пуҫласа, грант пулăшăвӗччен пулнă пур инструментпа та хастар усӑ курни курӑнать. Ҫакӑн пек динамика бизнесра ҫирӗплӗхе упрама, ӑна аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парать, – терӗ.

Районти промышленность паркӗ экономика ӳсӗмӗн пӗлтерӗшлӗ драйверӗ пулса юлать. Кунта резидентсене явӑҫтарас ӗҫ малалла пырать. Паянхи куна промышленность площадкине резидентсемпе туллилентернин шайӗ 51 процентпа танлашать.
Кӑҫал промышленность паркӗн территорийӗнче ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама палӑртнӑ. Уйрӑм предприниматель Рафик Абутдинов арболит блокӗсем туса кăларма тытӑнӗ, «Махмутов» хресчен-фермер пуҫлӑхӗ Ильмир Махмутов тӗштырӑ культурисене тасатма тата сортлама зданисем тӑвӗ.

Ларура хуҫалӑхӑн пӗчӗк формисене аталантарасси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрчӗç. Тӗслӗх вырӑнне «Тăваньел пахчисем» кооператива илсе кӑтартрӗç. Кооперативра 1000 тонна кӗрекен улма-çырла упракан здание хута янӑ. Механикӑлла пухмалли 25 гектар лаптӑклӑ хура хурлӑхан лаптăкӗ туса хунӑ. Ертӳҫӗн Альфред Хайруллинăн планӗнче – сок туса кӑларакан тата улма-ҫырлана ӗçе кӗртекен   тирпейлекен цех тӑвасси тăрать.

«Р.А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче те улма-ҫырла ӳстермелли тата вӗсене упрамалли здани тӑваҫҫӗ.
Ларура «Атăл çи цеоличӗ» обществӑн ҫитӗнӗвӗсене те палӑртрӗҫ. Общество хӑйӗн продукцине ют ҫӗршывсене экспортлать. Иртнӗ çул Аслă Аксу ял тӑрӑхӗн территорийӗнче цеолит кӑларас тата тирпейлес енӗпе иккӗмӗш лини туса, чӗртавар вакламалли-сортламалли комплекс вырнаҫтарнӑ.

Уйрăм хушма хуҫалӑхсемпе 
фермерсем

Районта уйрăм хушма хуҫалӑхсене пулӑшас ӗҫ малалла пырать. 2025 ҫулта выльӑх шутне сыхласа хӑварма уйрăм хушма хуҫалӑхсене 1 миллион тенкӗ ытла патшалӑх пулӑшӑвӗ панӑ. Сӗт ҫул-йӗрӗнчи пӗчӗк фермӑсем тумалли республикӑри программа шайӗнче 5 хуҫалӑх 4 миллион тенкӗлӗх субсиди илнӗ. Юлашки 10 ҫулта патшалӑх пулӑшнипе районта 100 яхӑн ферма туса лартнӑ.

Районта грант пулӑшӑвне тӗпе хурса 15 ҫемье ферми хӑйсен ӗҫне илсе пырать, вӗсенчен 9-шне юлашки пилӗк ҫулта туса лартнӑ. «Агростартап» программӑпа пӗлтӗр 5 миллион тенкӗлӗх гранта Гульназ Вахитован хресчен-фермер хуҫалӑхӗ (80 пуç) ҫӗнсе илнӗ.
Лару шайӗнче Тутарстан Республикин предпринимательлӗхе пулӑшакан фонд тата Гаранти фончӗ урлӑ пурнӑҫлакан патшалӑх пулӑшӑвӗ пирки Данис Айнуллов доклад турӗ.

Патшалӑх алкоголь инспекцийӗн Зеленодольск хулинчи территори органӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Марат Залялов МАХ мессенджерта цифрăллă ID  кӗртни тата тавар туяннӑ чухне «18+» палӑртӑва ҫирӗплесси ҫинчен калаçрӗ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин экономика аталанӑвӗ енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов пӗчӗк тата вӑтам бизнес валли налог законодательствин тӗп улшӑнӑвӗсене ӑнлантарчӗ.

Тӗлпулу сӳтсе явмалли форматпа иртрӗ. Предпринимательсем хӑйсене интереслентерекен ыйтусене пама, консультаци илме тата хӑйсен пуҫарӑвӗсене сӗнме пултарчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев