Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сухан тӑварлӑ шыва юратать

Пахчаçă

Тӑварлӑ шыв сухана сӑтӑрҫӑсенчен сыхланине нумайӑшӗ пӗлмест. Опытлӑ пахчаҫӑсем сухан тухӑҫӗ тулӑх пултӑр тесе шӑпах тӑварлӑ шывпа сапаҫҫӗ.

Ҫумӑр ҫумасан сухан тымарӗсене сӑтӑрҫӑсем, вӗтӗ хурт-кӑпшанкӑсем кӑшлама тытӑнӗҫ. Апла пулсан витрене пӗр стакан тӑвар ярса ирӗлтермелле те йӑрансене сапмалла, теҫҫӗ пахчаҫӑсем.

Хӗрлӗ чӗкӗнтӗртен тулӑх тухӑҫне илес тетӗр пулсан, ӑна вӑхӑтра сайралатни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чӗкӗнтӗр шыва юратмасть, ӑна пачах шӑвармасан та юрать. Çак пахчаҫимӗҫе ҫумӑр шывӗ те ҫителӗклӗ. Пахчаҫӑсен ҫак тымарҫимӗҫе мӗнле упраса хӑварасси пирки пӑшӑрханма кирлӗ мар, сӑтӑрҫӑсем ӑна юратмаҫҫӗ.  

Тутлă чӗкӗнтӗр ӳстерес тесен ӑна виҫӗ хутчен апатлантармалла. Кун валли 10 литр шыва 1 апат кашӑкӗ тӑвар ямалла, лайӑх пӑтратмалла, пахчаҫимӗҫсене сапмалла.  1 тӑваткал метра 5 литр хутӑш сапма пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев