Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Сурхури» уявӗ

Йăла–йӗрке

Январӗн 14-мӗшӗнче Алешкин-Саплӑк ялӗнчи Культура ҫуртӗнче чӑвашсен авалхи йӑла-йӗркине упраса хӑварас тата унпа ҫамрӑк ӑрӑва паллаштарас тӗллевпе «Сурхури» уявӗ иртрӗ.

Унта Алешкин-Саплӑк ялӗнчи «Хӑйсен ирӗкӗпе ырӑ тӑвакансен» волонтерсен ушкӑнӗ, ялти шкулта улттӑмӗш тата иккӗмӗш класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Волонтерсем салтаксем валли маскировка  сеткисем ҫеҫ ҫыхмаҫҫӗ, Культура ҫуртӗнче иртекен мероприятисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ аслӑ ҫулсенчисем, ятарлӑ ҫар операцинче хутшӑнакансен амӑшӗсем те пур. Паян та акӑ вӗсем чӑваш тумне тӑхӑнса уява пуҫтарӑнчӗҫ. Пӗчӗк хӑнасене ӗлӗкхи юрӑсемпе паллаштарчӗҫ. Вӗренекенсем «Ҫерем пусса вир акрӑм» вӑйӑ-ташӑ кӑтартса пачӗҫ. Алешкин-Саплӑк ялӗнчи Культура çурчӗн пултарулӑх ертӳҫи Ирина Юдина кил хуҫи хӗрарӑмӗ рольне вылярӗ, хӑнасене ташӑ-юрӑпа савӑнтарчӗ, вӑйӑ картине йыхӑрчӗ.

Уяв питӗ кӑмӑллӑ та лайӑх атмосферӑра иртрӗ. Культура ӗҫченӗсем уява пуҫтарӑннисене чӑвашсен апачӗсемпе- йӑвапа тата шӑрттанпа хӑналарӗҫ.

«Сурхури» уявӗ – Атӑл ҫи халӑхӗсен культурин пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Унӑн тымарӗ авалхи, хӗллехи вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. Ҫак уяв ҫынсене ҫутҫанталӑкпа тата хӑйсен йӑли-йӗркипе ҫыхӑннине туйма пулӑшать.

Наталия Клементьева.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев