Суд залӗнчен
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Ҫӗпрел районӗнче ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн ултӑ ҫын тӗлӗшпе суд йышӑну кӑларнӑ.
Республикӑра, ҫав шутра районта та, спиртлă шӗвексем ӗҫсе, транспорт хатӗрӗпе çӳрекенсен шучӗ чакмасть. Чи хăрушши – вӗсем хутшӑннипе ҫул-йӗр инкекӗсем пулса иртни.
Чылай чухне ҫывӑх ҫыннисем е тӑванӗсем ӳсӗрле автомобиль ҫине ларнине кураҫҫӗ, анчах вӗсене чарас тесе нимӗн те тумаҫҫӗ.
– Ӳсӗр çынна транспорт хатӗрӗпе çӳреме чармалла. «Халӑх инспекторӗ» – питӗ пӗлтерӗшлӗ мероприяти. Ку ӳсӗр ҫын çинчен çăхав çырни мар, ҫын пурнӑҫне ҫӑлни, – тет ГИБДД пайӗн ертӳçи Анатолий Михайлов.
Вăл, çаплах, ӳсӗрле руль умне ларнăшăн 45 пин тенкӗ штраф тата водителе 1,5 ҫултан пуҫласа 2 ҫул таранччен правасӑр хӑварма пултарни çинчен те пӗлтерчӗ.
– Медицина тӗрӗслевӗнчен пӑрӑнас пулсан та, ҫавăн пекех яваплăх кӗтет. Ӳсӗрле транспорт хатӗрне тепӗр хут тытса пынă май лексен, 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварӗç. Суд решенийӗпе килӗшӳллӗн айӑплă çыннăн транспорт хатӗрне конфискацилеме те пултараҫҫӗ. Пысӑк штраф тӳленисӗр пуҫне, вӗсем руль умне те часах лараймӗҫ, – тет полици майорӗ.
Нет комментариев