Шӳтлерӗҫ те, култарчӗç те
Çамрăксем – хастар халăх!
«Әйдә ШаяРТ» («Атя шӳтле») КВН фестивалӗн районти тапхӑрӗ иртрӗ.
Мероприятие районăмăрăн шкулӗсенче вӗренекесене тата студентсене пӗрлештернӗ пилӗк команда хутшӑнчӗ.
Малтанласа, икӗ кун хушши Хусантан килнӗ ӑста наставниксем районти ҫамрӑксене актер ӑсталӑхне, интереслӗ пулăм çинчен ҫырас вӑрттӑнлӑха вӗрентрӗç, сцена ҫинче тухса калаҫас ӑсталӑха алла илме пулӑшрӗç.
Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов тухса калаçса, командăсене, хутшăнакансене çивӗч ăс-хакăл пачӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.
Фестиваль икӗ чӗлхепе иртрӗ, кашнинче хӑйсен ҫӗнтерӳҫисене тупса палӑртрӗç.
Тутар блокӗнче Гран-прие «Студентлар каймагы» (Ҫӗпрелӗнчи отрасль техникумӗн команди) тивӗҫрӗ. 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене Кӗçӗн Чăнлă тата Шланка вăтам шкулӗсен командисен вӗренекенӗсем пайларӗҫ.
Вырӑс блокӗн Гран-прине те, çаплах, «Çӗпрел» команда (Ҫӗпрел отрасль техникумӗн команди) тивӗҫрӗ. 1-мӗш вырӑна Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн вӗренекенӗсем йышӑнчӗҫ.
Уйрӑм номинацисенче те наградӑсем пулчӗç. Гран-прие ҫӗнсе илнисем Хусан хулинче зона тапхӑрӗнче хутшăнӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев