Сӗтел çи теннисӗн турнирӗ
Спорт
Районти икӗ ял Сывлӑх кунне теннис турнирӗпе паллӑ турӗҫ.
Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунӗ умӗн Ҫӗнӗ Упи ялӗн Культура çуртӗнче спорта юратакансен хушшинче сӗтел ҫи теннисӗ енӗпе «Виҫҫӗмӗш ăру» турнирӗ иртрӗ. Уяв пуҫаруҫисем – Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин тата ялти пенсионерсен союзӗн ертӳçи Ирина Ярзуткина.
Вăйă площадкин хуҫисем хӑйсен теннисисчӗсене кӑна мар, хӑнасене те – Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн представителӗсене чӗннӗччӗ. Ӑмӑрту ҫавра системӑпа иртрӗ: кашни хутшӑнакан кашнинпе вылярӗ.
Турсен кӑтартӑвӗсем тăрăх, хӗрӳ те кинтереслӗ кӗрешӳ хыҫҫӑн чи вӑйлисем палӑрчӗҫ: 3-мӗш вырӑна – Петр Ярзуткин (Упи ялӗ), 2-мӗш вырӑна – Даниил Ефимов (Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ) йышăнчӗç. 1-мӗш вырӑна тата çӗнтерӳҫӗн вымпелне спорт ветеранӗ Владимир Мискин( Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ) çӗнсе илчӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем йӗркелӳҫӗсен аллинчен грамотăсемпе медальсем илчӗҫ. Анчах парнесӗр никам та юлмарӗ: призлӑ малти виçӗ вырăна лекмен хутшӑнакансене те активлăхшӑн грамотӑсем пачӗç. Вӗсен хушшинче – Виталий Ярзуткин, Константин Смирнов, çавӑн пекех, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин. Вӑл спорт тата сывӑ пурнӑҫ йӗрки пӗлтерӗшлӗ пулнине хăйӗн тӗслӗхпе кӑтартса пачӗ.
Ăмӑртӑвăн чи аслӑ хутшӑнаканӗ 70 ҫулти Геннадий Карсаков пулчӗ.
Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн хӑнисем Александр Ярухинпа Ирина Ярзуткина ӑшӑ йышӑнушӑн, интереслӗ мероприятишӗн тата чейпе сăйланăшăн тав турӗҫ.
Йӑлана малалла та тӑсма йышӑнчӗç: тепӗр турнир-реванш Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн территорийӗнче иртӗ.
– Пирӗн ялсем хушшинчи туслӑх спорчӗн кӗперӗ ҫирӗпленсе пырасса шанатӑп, – терӗ Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи пенсионерсен союзӗн ертӳçи Геннадий Карсаков.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев