Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӑста тракторист – хуҫалӑхăн мӑнаҫлӑхӗ

Мустаким Анварович Сафин – «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн малта пыракан механизаторӗ

Ял хуҫалӑх предприятийӗн малта пыракан механизаторӗсенчен пӗри пулнӑ май, Мустаким Сафин тӗрлӗ ҫулсенче хуҫалӑх ертӳçинчен, район ертӳçисенчен тата Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствинчен Тав ҫырӑвӗсемпе парнесене тивӗҫнӗ. Кӑҫал ӑна «Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. 

Мустаким Анварович Аслă Чăнлă ялӗнче Марьямпа Анвар Сафинсен пилӗк ачаллă ҫемйинче виҫҫӗмӗш ача пулса ҫут тӗнчене килнӗ. Унăн ашшӗ ӗмӗр тӑршшӗпех тракторист, ферма заведующийӗ, «Ирек» колхозра бригадир пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ те колхозăн уй-хирӗнче сахăр чӗкӗнтӗрӗ ӳстернӗ çӗрте вăй хунă. 

Мустаким Сафина та ял пурнăçне, ӗçне юратасси çемьерен куçать. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче вӑл тракторист профессине, унтан районти ДОСААФра вӗренсе, водитель удостоверенийӗ илет. 1977-79 ҫулсенче ӗҫ ҫулне «Ирек» колхозра тракторист пулса пуҫласа ярать.

Унтан икӗ ҫул – ҫар служби. Вӑл Байкал тăрăхӗнче хăйӗн ҫар тивӗçне пурнăçлать. Ҫар служби хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнать, унтах тӗпленсе юлать.

Механизаторсен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Ӗҫ кӑтартӑвӗ техника шайӗнчен те нумай килет. Нумай ҫул ӗҫленӗ хушӑра унӑн «Т-150», «ДТ-75», «МТЗ-82» тракторсемпе ӗҫлеме тӳрӗ килет. Колхозсем салансан, агрофирмӑсем йӗркеленнӗ хыҫҫӑн, Мустаким Анварович «КСК-100» трактор ҫине ларать, агрофирма филиалӗсенче выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлет. Çак ӗçе вӑл 12 ҫул, ырми-канми пурнӑҫлать.

Ялта «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркелесен Мустаким Анварович та унта ӗҫлеме пуҫлать. «К-700» маркӑллӑ тракторӗпе ҫуркуннерен пуҫласа, акас, культиваци, сӳрелес ӗҫе хутшӑнать. 

Паян та, тивӗҫлӗ канура пулин те, хӑйӗн ӗҫтешӗсемпе пӗр ретре.

Мустаким Анварович мӑшӑрӗпе Рамзия аппапа икӗ ача пăхса ӳстернӗ, аслӑ пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнă. Ачисем хӑйсем те ҫемьеллӗ пулса тӑнӑ ӗнтӗ, ашшӗпе амӑшне мӑнуксемпе савӑнтарнӑ.

– Манӑн хамӑн ӗҫе куракан, хаклакан ертӳҫе тав тунисӗр пуҫне, урăх нимӗн те калаймăп, – тет опытлӑ тракторист Мустаким Сафин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев