Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Шӑши пӗчӗк пулсан та, чирӗ – хӑрушӑ

Шӑши сивчирӗ – вируслӑ йывӑр чир

Ҫурхи илемлӗ кунсенче килте камăн ларасси килӗ-ха ӗнтӗ? Нумайӑшӗ пахчана, ҫӗр ҫинче ӗҫлеме васкать. 

Ял çынни тӗк тăмасть. Анчах та ҫак тапхӑрта шӑшисем питӗ активлă пулнине асра тытмалла. Юлашки вӑхӑтра шӑши сивчирӗпе чирленӗ тӗслӗхсем йышланчӗç. Паянхи куна Тутарстанра шӑши сивчирӗпе чирленӗ 70 яхӑн тӗслӗхе шута илнӗ. Ку чир хӑш енчен хӑрушӑ, вӑл мӗнле куҫать, чирлес мар тесен мӗнле профилактика мерисене пӑхӑнмалла? Кун пирки районти тӗп больницăн врачӗ Илгизяр Хуснутдинов каласа парать.


Чир паллисем

Кӑшлакан чӗрчунсем час-часах инфекци куçаракан пулса шутланаççӗ. Шӑши сивчирӗ – вирус пуҫарса янӑ чир, вӑл питӗ йывӑр иртет. Вӑрттӑн тапхӑр 7-46 куна (ытларах 21-25 куна ҫити) тӑсӑлма пултарать. Пуҫламӑш тапхӑр 1 кунран пуҫласа 3 кун таран тӑсӑлать, çивӗч пуҫланать, температура тӑрук 38-40 градус таран хӑпарать, сивчир килсе тухать. Пуҫ хытӑ ыратма, вӑйсӑрланма, ҫӑвар типме тытӑнать. Чирлисен пит ӳчӗ, мӑй, кӑкӑр ҫӳлти пайӗ çинче гипереми палӑрать. 
Пĕр-икĕ кунтан ӳт температури чаксан чирлекен «сывалатăп» тесе шухăшлать. Анчах çак вăхăтра вирус вăй илет – чир пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Ҫак тапхӑрӑн тӗп палли – пилӗк ыратни. 5 кун хыççăн та сив чирпе интоксикаци, пилӗк ыратни пулмасан геморраги сивчирӗн диагнозне тӗрӗс мар лартнӑ тесе иккӗленме пулать. Чирлӗ ҫынсенчен нумайăшӗн пилӗк ыратни пуҫлансан, 1-2 кунран кӑмӑл пӑтранасси, кунне 6-8 хут хӑсасси пуçланать. Ку апат ҫинипе е эмел ӗҫнипе ҫыхӑнман. Кун пек чухне хырӑм ыратни, час-часах хырӑм шыҫни палӑрать. Ҫӳлти куҫ хупанки шыҫса тăма пултарать. Геморраги паллисем килсе тухаҫҫӗ. Чире кӑтартăвӗ – пӳре сиенленни. Вӑл пит мӑкӑрӑлнипе, куҫ хупанкисем шыҫнипе палӑрать. 2-4 кунран шӑк сахалланать, йывӑр чухне чарӑнать. 
Чирӗн 7-10 кунӗнче азот ӳсни ытларах палӑрать. 2-3 эрнерен юлнӑ азот йӗркене кӗрет. Полиури тапхӑрӗ чирӗн 9-13 кунӗнчен пуҫланать. Хӑстарасси чарӑнать, майӗпен пилӗкпе хырӑм ыратми пулаççӗ, аппетитпа ыйхӑ йӗркене кӗрет, талӑк хушшинче шӑк шучӗ ӳсет (3-5 литр таран). Пӗтӗмӗшле вӑйсӑрлӑх, ҫӑвар типни сыхланать. 20-25 кунран сывалу тапхӑрӗ пуçланать. 
Арҫынсем ку чире хӗрарӑмсенчен йывӑртарах чӑтса ирттерни паллӑ. Пӳрере йывӑрлӑхсем килсе тухсан тата сиплев вӑхӑтра пуҫланмасан шăши сивчирӗ вилӗм патне илсе çитерме пултарать. 


Сыхлану

Хӑвӑра сивчир ересрен сыхлас тесен, чӗрчунсемпе контактра пуласран сыхланмалла, ҫавӑн пекех апата кӑшлакан чӗрчунсенчен хӳтӗлемелле. Ҫавӑн пекех вӗсене кил-ҫуртра кӗртес марришӗн мерӑсем йышӑнмалла. Кун валли вентиляци ҫулӗсене тимӗр сеткӑсемпе хупламалла, нӳхрепсенче электричество барьерӗсем хумалла, кил-ҫурт таврашне, тырпул упракан вырăнсене наркӑмӑшлӑ препаратсемпе ӗçе кӗртмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев