Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Специалистсем тимлӗхе çутта тавăракан элементсем çине ячӗç ГИБДД

Правилăсене вӗренеҫҫӗ

Районти ветерансен советӗнче ҫул-йӗр правилисене аса илес тата пурнăçлас енӗпе семинар-вӗренӳ пулчӗ. 
Мероприятире Ватӑсен декади шайӗнче, Хусанти «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн муниципаллă бюджет учрежденийӗн территорири управленийӗн профилактика пайӗн Пӑва уйрӑмӗнчи ертсе пыракан специалисчӗ Диана Мухаметшина, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе муниципаллӑ службӑн ертсе пыракан специалисчӗ Мария Пустынина, районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӑн ҫамрӑк инспекторсен отрячӗн членӗсем те хутшӑнчӗҫ. 

— Талăкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫуран ҫӳрекенсем хутшӑннипе аварисем Раҫҫейре ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ пулса тăраҫҫӗ. Водительсем сасартӑк килсе тухнӑ ҫуран ҫӳрекенсене асӑрхаймасăр юлаççӗ. Кун пек аварисенчен хӑтӑлмалли чи лайӑх мел — ҫутта тавăракан элементсемлӗ тумтирпе, аксессуарсемпе усӑ курни. Ҫакӑ ҫуран ҫӳрекен ҫине пырса кӗрес хӑрушлӑха 65-80 процент чакарать, — тесе палӑртрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Диана Мухаметшина.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗçтерес енӗпе специалист Мария Пустынина мероприятире хутшӑнакансене Тутарстан Республикинче 2025 ҫулăн 8 уйӑхӗнче пулса иртнӗ аварисемпе паллаштарчӗ. Ҫуран ҫӳрекенсемпе ачасем хутшӑннипе пулакан аварисем пирки тӗплӗнрех каласа иртрӗ. 
Районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов ветерансене тимлӗхе илтерсе, ҫутта тавăракан элементсене талăкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче обязательнӑй майпа лектерсе ҫӳремелли пирки каларӗ.

— Çывӑхри ҫула ҫутатакан фарӑсем пулӑшнипе водитель ҫуран ҫынна 25-50 метртан курма пултарать, тум çинче çутта тавăракан элементсем пур пулсан вара, çак хушă 150-200 метр таран ӳсет.— Инçе çутă режимӗнче, çуран çынна куракан дистанци 100 метртан 350 метр таран ӳсет. Ҫакӑ вара водителе йышӑну тума хушма 15-25 ҫеккунт вăхăт парать, — терӗ Ильнур Мавзютов. 

Мероприяти вӗҫӗнче аслă çулсенчи çынсене 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн çамрăк инспекторсен юхăмӗ, çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн службин специалисчӗсемпе пӗрле, ҫутта тавăракан элеменсем тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе справочниксем валеçрӗç.

Ачан вырăнӗ – автокресло çинче

7 ҫула çмимчченхи ачана унӑн йывӑрӑшӗпе ҫӳллӗшне тивӗҫтерекен хатӗрпе илсе ҫӳремелле.

«Сказка» ача сачӗ çумӗнче ГИБДД инспекторӗсем «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн муниципаллă бюджет учрежденийӗн Пӑва уйрӑмӗпе пӗрле «Ача – тӗп пассажир» акци ирттерчӗç.

Çак мероприяти – пассажир-ачасем хутшӑнанипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене асӑрхаттарассине, ачасене тытса тăракан хатӗрсемпе тата хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе усӑ курассине популярлă тăвас тӗллеве шута илет.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн специалисчӗсемпе автоинспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал кашни акци нумай  ачан пурнӑҫне сыхласа хӑварма май парать.

Акци вӑхӑтӗнче «Сказка» ача садне ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе тата водительсемпе автомобиль салонӗнче ачасене хӑрушсӑр илсе ҫӳремелли правилӑсем ҫинчен калаҫусем ирттерчӗç. Акцие хутшӑнакансене ҫул-йӗр правилисем енӗпе справочниксем пачӗç.

– РФ Çул-йӗр правилисем водительсене автомобиль салонӗнче 12 ҫула ҫитмен ачасене илсе çӳренӗ чухне ятарлӑ тытса тăракан хатӗрсемпе усӑ курма хушаҫҫӗ.

Ку закон кӑларакансен тӗллевӗ мар, пурнӑҫшăн кирлӗ услови. Ачасемпе ҫамрӑксем – ҫул ҫинчи чи ҫамрӑк хутшăнакансем. Ача автомобиль салонӗнче чухне унӑн хӑрушсӑрлӑхӗ пӗтӗмпех руль умӗнче ларакан ҫынран килет, – тет Çӗпрел районӗнчи Патшалӑх автоинспекцийӗн уйрăмӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Михайлов.

Ачасемпе пулса иртекен çул-йӗр-транспорт инкекӗсен анализӗсенчен паллă пулнă тăрăх, автоаварисен ытларах пайӗнче ачасем транспорт хатӗрӗсен пассажирӗсем пек сиен курнă. Аварисенче ачисем сиен курни ытларах чухне ашшӗ-амӑшӗсем тытса тăракан хатӗрсемпе, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе усӑ курманнин кӑтартӑвӗ пулса тӑрать. Шӑпах ашшӗ-амӑшӗ хӑрушсӑрлӑхӑн элементарлӑ мерисене шута хуманни ҫулсем ҫинчи трагедисем патне илсе ҫитерет.

 

Вӗренекенсемпе тӗлпулу

«Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» инспекцийӗн специалисчӗсем, патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле, Хулаҫырми вӑтам шкулӗнче 1-11-мӗш классенче вӗренекенсемпе профилактика калаҫӑвӗ  ирттерчӗç.                                       

Мероприяти вӑхӑтӗнче шкулăн ҫул-йӗр юхăмӗн ҫамрӑк инспекторӗсем (ЮИД) пултарулӑх номерне кӑтартрӗç, пурне те ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма чӗнсе каларӗç.

Ертсе пыракан – хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес енӗпе специалист Мария Пустынина вӗренекенсене килтен пуçласа шкула çити хӑрушсӑр маршрут иртмелли, ҫавӑн пекех, ҫул ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем ҫинчен каласа пачӗ.  Вӗренекенсем хӑрушсӑрлӑх правилисем пирки интереслӗ видео пӑхрӗç, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ паха ыйтусем çине хуравларӗç.

Ҫавӑн пекех, талăкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче тата ҫул ҫинче начар курӑнакан условисенче тумтир ҫинче ҫутта тавăракан элементсем пулмалли ҫинчен каласа иртрӗç.

 

«Ҫул ҫинче курăнса тӑр. Çутă пул!» акци иртрӗ

 «Кӗрхи каникул» шайӗнче 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкул патӗнче иртрӗ.

Районти автоинспекторсем, «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хăрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗн  специалисчӗсемпе пӗрле, ҫуран çӳрекенсем хутшӑннипе пулнӑ аварисене асӑрхаттарас тӗллевпе  1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗн çумӗнче «Ҫул ҫинче курăнса тăр. Çутă пул!» мероприятийӗ ирттерчӗç.

Мероприятире районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов, Хусанти Пӑва филиалӗн «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежийӗн ертсе пыракан специалисчӗ Диана Мухаметшина хутшӑнчӗҫ.

– Ҫакӑн пек мероприятисем ирттерни кӗркуннехи-хӗллехи тапхӑрта, талăкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче е курӑнсах кайман условисенче, ҫуран ҫӳрекенсем транспорт хатӗрӗсен водителӗсене курӑнмалăх пулччăр тесе, ҫутта тавăракан элементсемлӗ предметсем кирлӗ пулнă чухне ирттерни актуаллă, – тесе ӑнлантарать çавна  май Диана Мухаметшина.

Акци вӑхӑтӗнче районти автоинспекторсемпе çул-йӗр юхăмӗн  специалисчӗсем пур шкул ачине те талăкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче çӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнма чӗнсе калаççӗ.

Аса илтеретпӗр, ҫутта тавăракан элементсем (СВЭ) – ятарлӑ материалсенчен тунӑ япаласем, вӗсем автомобиль фарисен ҫутинче ҫутӑ шурӑ тӗспе ҫуталаҫҫӗ, вӗсене тăхăннă çынна водительсене ытларах курма май парать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев