Спартакиада чи вӑйлӑ йӗлтӗрҫӗсене тупса палӑртрӗ
Спорт
Йӗлтӗр базин территорийӗнче 2025-2026 вӗренӳ ҫулӗнче районта вӗренекенсен Спартакиадипе килӗшӳллӗн йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Районти ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов палӑртнӑ тӑрӑх, ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсене ГТО кăтартăвӗсене кӗртӗç.
Ӑмӑрту тӗрлӗ ӳсӗмре, хӗрсемпе яш-кӗрӗм хушшинче уйрӑм иртрӗ. Юлашкинчен призерсене грамотӑсем, бронза, кӗмӗл тата ылтӑн медальсем пачӗҫ.
Командӑсем хушшинчен 1-мӗш вырӑна Ҫӗнӗ Упи шкулӗн йӗлтӗрҫисен команди, 2-мӗш вырӑна – Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам шкулăн команди, 3-мӗш вырӑна Хурнăвар-Шăхаль вӑтам шкулăн команди йышӑнчӗҫ, вӗсене грамотӑсемпе тата I, II, III степеньлӗ кубоксем пачӗҫ.
Ӑмӑртӑва федерацийӗн йӗлтӗр филиалӗн ертӳҫи Нияз Дамаев спонсор пулăшăвӗ пачӗ.
Аса илтеретпӗр, ГТО комплексӗ «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев