Социаллӑ пулӑшури тӗп улшӑнусем
Çӗнӗлӗхсем
2026 ҫулта социаллӑ сферӑри пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗлӗхсем вӑя кӗчӗҫ. Пурӑнмалли минимум тата ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи ӳсрӗ, пенсисемпе тӗрлӗ пособисем индексациленеççӗ. Ҫак улшӑнусем пенсионерсене, ачаллӑ ҫемьесене тата ӗҫлекен граждансене пырса тивеççӗ.
Пурӑнмалли минимума 18 939 тенкӗ виҫепе палӑртнӑ, ку 2025 ҫулхи шайран 6,8 процент пысӑкрах. Ачасемшӗн пурӑнмалли минимум – 18 371 тенкӗ, ӗҫлеме пултаракан граждансемшӗн – 20 644 тенкӗ. Ҫӗнӗ МРОТ 27 093 тенкӗпе танлашрӗ.
Страховани пенсийӗсем 7,6 процент ӳсрӗҫ. Ватлӑхри вӑтам пенси 27 пин тенкӗ таран ӳсрӗ. Ҫавӑн пекех, апрелӗн 1-мӗшӗнчен социаллӑ пенсисене 6,8 процент индексацилерӗç, вӗсен вӑтам виҫи 16 590 тенкӗпе танлашрӗ. Ӗҫлекен пенсионерсем валли пенси те январь уйӑхӗнчен ӳсрӗ, август уйӑхӗнче вара автоматла ҫӗнӗрен шутлама палӑртнӑ.
Ачаллӑ ҫемьесем валли те пулӑшу мерисене анлӑланаҫҫӗ. Ача ҫуралнӑ ятпа пӗр хутчен парӑнакан пособи февралӗн 1-мӗшӗнчен 28 773 тенке ҫити ӳсрӗ. 1,5 ҫула ҫитмен ачана пӑхмалли пособин чи пӗчӗк виҫи 10 790 тенкӗпе танлашрӗ, чи пысӑкки – 83 пин тенкӗ таран. Пӗрремӗш ачашӑн амӑш капиталӗ 737 204 тенкӗпе танлашрӗ, иккӗмӗш ачашӑн (пӗрремӗшӗшӗн илмен пулсан) – 974 189 тенке тӳрӗ килет.
Унсӑр пуҫне ӗҫлекен амӑшӗсем валли декрет тӳлевӗсем те ӳсӗҫ: вӗсем 1,3 млн тенкӗ таран ӳсме пултарӗ, отпускӑн 140 кунлăх отпускшăн шутланă сумма вара 955 836 тенкӗпе танлашӗ.
Ҫӗнӗлӗхсен тепӗр пӗлтерӗшлӗ пайӗ – нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫӗнӗ налук вычечӗ. 2026 ҫултан пуҫласа, икӗ е ытларах ачисем пулнă, пӗр ҫын пуҫне тӳрӗ килнӗ тупăшӗ 1,5 пурӑнмалли минимумран иртмен çемьесем çулталăкра пӗрре тӳленӗ НДФЛăн 7 процентне каялла тавӑрма пултараççӗ.
Аса илтеретпӗр, пӗрлехи пособи виҫине регионти ачан пурӑнмалли минимумне тӗпе хурса палӑртаҫҫӗ, ҫавӑнпа тӗрлӗ регионта тӳлемелли суммӑсем уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев