Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

СӖНӲ: пуç ыратсан, куç ывăнсан мĕн тумалла...

Сывлăх

Кун каçа шкулта е компьютер умĕнче ларса пуç ыратма е куç ывăнса туртма тытăнчĕ-и? Кун пек чух тимлĕх те çухалать, вĕренес, шухăшлас килмест. Тӳрех эмел ĕçме тăхтăр-ха. Урама тухăр, уçăлса çӳрĕр, пуç ыратнине ирттерме сĕнекен халăх мелĕсене аса илĕр. 

 Асаннесем купăста çулçипе анлă усă курнă. Пуç ыратма пуçласан тăнлав, çамка, ĕнсе хыçне чĕрĕ купăста çулçи хунă.

  Лимон хуппи те пулăшĕ. Ăна шурринчен тасатмалла та нӳрлĕ енĕпе тăнлав тĕлне тытмалла. Кăшт вăхăт иртсен çав вырăн хĕрелсе кайма, пĕçертме, кĕçĕтме пултарать. Куншăн хăраса ан ÿкĕр – пуç ыратни те майĕпен иртĕ. 

  Пыл та усăллă. Тин пĕçернĕ чейпе 1-2 кашăк пыл çийĕр те выртса канăр. 
 

Сухан пуçне çурринчен касса çамка, тăнлав тĕлне хуни те лайăх пулăшать теççĕ. 

 Куç туртма тытăнсан ятарлă хăнăхтарусем тăвăр (вĕсем пирки эпир тĕплĕн çырнăччĕ). Пӳлĕме лимон вакласа лартăр. Унăн ырă шăрши ывăннине ирттерĕ, йăнăшсем те сахалрах кайĕç. 

 Жасминпа лаванда шăршисем те ыйхă пуснине сирме, куç ывăннине ирттерме пулăшаяççĕ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев