«Шкулти волейбол лиги» чи вӑйлисене тупса палӑртрӗ
Шкулсенче
Районта республикӑри «Шкулти волейбол Лигин» муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ.
Спорт ӑмӑртӑвне районти шкулсенчи каччăсемпе хӗрсен командисем хутшӑнчӗҫ.
Турнирӑн финал пайӗсене 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн спорт залӗнче тата «Алтын», «Чемпион» спорт комплексӗсенче йӗркеленӗччӗ. Вӗсенче пӗлӳ паракан учрежденисенченчен 13 команда хутшӑнчӗ.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, хӗрсем хушшинче Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗн команди чемпионка пулса тӑчӗ. 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн волейболисчӗсем кӗмӗл призерсем пулчӗҫ. Бронза медале Шланка вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем çӗнсе илчӗç.
Каччăсем хушшинчи ӑмӑрту 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗн командин ҫӗнтерӗвӗпе вӗҫленчӗ. 2-мӗш вырӑна – Кивӗ Шемӗршел шкулӗн командисем, 3-мӗш вырӑна – Аслӑ Аксу шкулӗн командисем тухрӗç.
Ӑмӑртӑвӑн зонӑри тапхӑрӗнче Кивӗ Шемӗршел шкулӗнчи хӗрсен командипе 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн каччисен команди хутшӑнӗҫ.
Турнира икӗ кун хушшинче вăйăсен судйисем пулнă педагогсене Кивӗ Чукалти Фарит Садыкова тата Марс шкулӗнчи Радик Якупова Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ.
Мероприяти шайӗнче ГТО нормативӗсене пама мобильлӗ площадкӑсем ӗҫленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев