Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Шкул ҫулне ҫитмен ачасен аталанӑвӗнче ӳкерӳ ролӗ

1001 канаш

«Ачасем пӗчӗкренех хӑйсен сӑнарлӑ пултарулӑхӗнче таврари тӗнче пирки мӗн курни-илтнине сӑнласа пама тӑрӑшаҫҫӗ»,– тет  Ираида Юдина.

Йӑлана кӗмен ӳкерчӗк – ачасене тӗлӗнтерекен, савӑнтаракан илӗртӳллӗ, ăмсантаракан ӗҫ. Тавралӑх ача аталанӑвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫавӑнпа та предмет-аталану хутлӑхне йӗркелес ӗҫ те содержанийӗн аталану характерӗнче пулни пӗлтерӗшлӗ. Ачасен ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсемпе килӗшсе тӑракан уйрӑм майсем йӗркелени те пысӑк вырӑн йышӑнать. Кружокра вӗреннӗ чухне, сӑмахран, интереслӗ япаласемпе (шӑл тасатмалли щетка, тура, поролон, пенопласт, ҫиплӗ катушка, ҫурта тата ытти те) усӑ курма питӗ интереслӗ. Таврара мӗн чухлӗ интереслӗ япала: патак, ҫулҫӑ, чул, ӳсентӑран вӑрри, кавӑн, тирек мамӑкӗ. Ҫак япаласемпе тухӑҫлӑ ӗҫ-хӗл кӗтесӗ пуянланать. Халиччен пулман материалсемпе хӑйне евӗрлӗ техникӑсем ачасене илӗртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен кунта «юрамасть» текен сӑмах ҫук-ҫке, кирек мӗнле ӳкерме те, тӗлӗнмелле техника шухӑшласа кӑларма та пулать. Ачасем манӑҫми ырӑ эмоцисем туяççӗ, кӑмӑлӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйсене мӗн хурлантарни ҫинчен шухӑшӗсене палăртаççӗ.


Йӑлана кӗмен техникӑпа усӑ курса 
занятисем 
ирттерни 

– Ача-пӑчан хӑранине сирме пулӑшать;
– хӑйӗн вӑйне шанассине аталантарать; ачасене хӑйсен шухӑшӗсене ирӗклӗн калама вӗрентет;
– ачасене пултарулӑх шыравӗпе йышӑнусем тума хистет;
– ачасене тӗрлӗ материалпа ӗҫлеме вӗрентет;
– композици, тӗс туйӑмне аталантарать;
– алӑ моторикине лайӑх енне улӑштарать;
– пултарулӑхне, фантазине аталантарать;
– ӗҫ вӑхӑтӗнче ачасем эстетика киленӗвӗ илеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев