Шкул музейне ҫӗнетрӗç
Музее «Мӑнаҫланатпӑр, асра тытатпӑр!» грант пулӑшнипе ҫӗнетнӗ.
Иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче паллӑ пулӑм — шкулăн ҫӗнелнӗ музей кӗтесне уҫасси пулчӗ. Ăна 1967 ҫулта истори вӗрентекенӗ Михаил Ильин никӗсленӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятире район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, районти çутӗç пайӗн методисчӗ Сирен Ахметов, ҫар юхăмӗн ветеранӗ Владимир Ярухин, районти ҫар юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов, шкулăн ветеранӗсем, шкулăн коллективӗ тата вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Шкул ачисем хӑнасене шкулăн фойинчех кӗтсе илчӗҫ. Кунта «Астӑватӑп. Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗрлӗ гвоздика» акцин стенчӗсене вырнаҫтарнӑ. Шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗрлӗ гвоздика» акцие халалласа, хӑнасене хӗрлӗ гвоздика значокӗсем парнелерӗҫ.
Çӗнӗ Упи шкулӗ кӑҫал «Мӑнаҫланатпӑр, асра тытатпӑр!» ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн проекчӗпе хутшӑнса, грант ҫӗнсе илнӗ. Асӑннӑ проект ҫитӗнекен ӑрӑвӑн патриотла шухӑш-кӑмӑлне тата гражданла яваплӑхне ҫирӗплетме тӗллев лартнӑ. Грант проектне пурнӑҫланӑ май вара, шкул интерактивлӑ панель илнӗ, музей кӗтесне ҫӗнетнӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касас тата ҫӗнетнӗ музее уҫас тивӗç район пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Ярухина, шкулăн директорне Диана Горбунована тата вӗренӳ отличникне, «Ҫулталӑк вӗренекенӗ — 2025» конкурсăн ҫӗнтерӳҫине Эвелина Ятманована парăнчӗ.
Район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин педагогсен коллективне пысӑк ӗҫшӗн тав турӗ, малашне те ӑнӑҫу сунчӗ.
Владимир Ярухин вара, шкула ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пӗрремӗшӗсенчен пулса гуманитари пулӑшӑвӗ пама пуçланăшăн регионсен хушшинчи обществăлла организацийӗн Ульяновск облаҫӗнчи регионаллă уйрӑмӗнчен «СВОна пулӑшнӑшӑн» медаль пачӗ, ӑна шкул хатӗрӗсем ҫумне хӑех ҫирӗплетрӗ, ҫавӑн пекех музее салтаксене кирлӗ пулнă хатӗрсем парнелерӗ.
Виктор Петухов музее Геройсем çинченхи астăвăм кӗнекисене, Совет Ҫарӗн иртнӗ ҫулӗсенчи салтакӗн япалисене пачӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятире шкулта вӗренекенсем хăйсен выступленийӗсемпе савăнтарчӗç.
Музее чаплӑн уҫнă хыҫҫӑн, шкулăн хӑнисем валли пӗрремӗш кӗске экскурси ирттерчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев