Скандинави утти — сывлăхшăн усăллă
Сылăхлă пулни ытларах хамăртан килет
Çак кунсенче, вырăнти пенсионерсен союзĕ йĕркеленипе, Упи ялӗнче аслӑ ӑрури ҫынсем хушшинче «Вăрăм çуллăха утăм» скандинави утти енĕпе марафон иртрӗ.
Ӑна Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӳ тунăранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ. Спорт мероприятийӗ ылтӑн ҫулсенчи çынсене пӗрлештерчӗ, вӗсем хӑйсен тӗслӗхӗпе ӳсӗм — питӗ лайӑх вӑхӑт иккенне кӑтартаҫҫӗ.
Хӗвеллӗ ҫанталӑк та ырӑ кӑмӑллӑ пулма пулӑшрӗ. Пĕрремĕш хăнăхусем илсех, палӑртнӑ трасса тӑрӑх 3 ҫухрӑм чупса тухрĕç.
Марафона хутшӑнакансем вӑрӑм ӗмӗрӗн никӗсӗ — хастарлӑх, спорт тата физкультура пулнине тепĕр хут ҫирӗплетрӗҫ.
— Уçă сывлăшра утни сывлăхшăн питĕ усăллă та, кирлĕ. Утнă чухне тăван ялăн илемĕпе, хирте çитĕнекен тыр-пулпа киленетĕн. Спортпа туслă пулни сывлăха та çирĕплетет, — пĕр саслăн палăртрĕç хутшăнакансем.
— Спортăн ку тĕсĕ пирĕншĕн çӗнĕлĕх пулчĕ. Ним те мар, эпир йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнăскерсем, чупса тухса çамрăксенчен те ирттертĕмĕр, — хаваслăн пĕлтерчĕç финиша çитсен.
Мероприяти вĕçленсен пурне те грамотăпа чысларĕç. Хаваслă кăмăл-туйăм, хĕвел пек çиçекен йăл-кулă малашнехи çитĕнӳсене хутшăнма хавхалантарĕ.
Скандинави утти тĕрлĕ ӳсĕмри çынсемшĕн усăллă, уйрăмах — ватăсемшĕн. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те, кирек ăçта та утма юрать. Эрнере сахалтан та 2-3 хут çур сехетрен кая мар утмалла теççĕ.
Медицина ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, Скандинави утти самăр çынсене начарланма пулăшать. Яланхи пек утнипе танлаштарсан 46% ытларах калори пĕтет, 1 сехетре — 400 Ккал. Унсăр пуçне мышцăсен 90% хусканăва хутшăнать, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав тытăмĕсен ĕçĕ лайăхланать, шăмă çирĕпленет тата ытти те.
Сылăхлă пулни ытларах хамăртан килет. Тĕрĕс апатлансан, тĕрлĕ хусканусем пурнăçласан чир-чĕрсем аяккарах пăрăнса иртӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев