Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сенкер çулăм – ӑшӑлăх ҫӑлкуҫӗ кӑна пултӑр!

Ҫӗпрел районӗнче газ топливипе усӑ куракан 8979 абонент шутланать

Халӗ кăмака хутмастпăр ӗлӗкхи пек, çуртсене газпа ăшăтатпăр. Тулӑх пурӑнатпӑр. Урапасемпе вутӑ илсе килсе, каснă, çурнă вӑхӑт, калăн, тӗлӗкре кăна пулнӑ тейӗн.

Паян районти халӑха тата промышленность коммуналлӑ- йӑла предприятийӗсене аварисӗр тата пӗр чарӑнмасӑр сенкер çулăмпа  тивӗҫтерессишӗн Ҫӗпрел районӗнчи газпа эксплуатаци служби яваплӑ, вăл «Газпромтрансгаз Казань» обществăн   «Пăва-газ» эксплуатаципе производство управленийӗн йышне кӗрет. 

Предприятире ӗҫлекенсен йышӗ 70 яхӑн. Иртнӗ çул предприяти умӗнче ҫак тӗллевсем тӑнӑ: газ пӑрӑхӗсемпе газ оборудованийӗсене тӗпрен юсасси, абонентсен килти газ оборудованийӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрасси, газ пӑрӑхӗсемпе газ оборудованийӗсен техника тӑрӑмне диагностикӑласси тата хакласси. Лартнӑ тӗллевсене пурне те туллин пурнӑҫланӑ. Кун пирки районти газпа эксплуатаци службин ертӳҫи Рамиль Сабирзянов каласа пачӗ.

– Пирӗн районти 52 яла газпа тивӗҫтереççӗ. Пурӗ 785 километр тăршшӗ газ пӑрӑхне пӑхса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен 225 километрӗ – ялсем хушшинчи (пысӑк пусӑмлӑ), 560 километрӗ ял тăрăхӗсем хушшинчи, урамсенчи (пӗчӗк пусăмлă) тата 188 километрӗ ҫӗр ҫинчи газ пӑрӑхӗсем. Ҫӗпрелӗнче газ топливипе усӑ куракан 8979 абонент шутланать. Газ топливин тӗп тата чи нумай усă кураканӗсем – «Прогресс» предприяти (ун çинче – 78 котельнӑй), «Государев Амбар» общество, «Цеолиты Поволжья» тата «Татавтодор» обществӑсем шутланаççӗ. 2025-2026 ҫулсенчи хутса ӑшӑтмалли сезонра Ҫӗпрел районӗнчи газпа эксплуатаци службипе пур объекта та аварисӗр тата пӗр чарӑнми газ топливипе тивӗҫтернӗ, – тет ертӳҫӗ.

Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, районти газпа эксплуатаци служби килти е хваттерти газ оборудованийӗсене ҫулталӑкра 1 хутран кая мар техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрать. Техника пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн, ӑстасемпе слесарьсем халӑха пурнӑҫра газпа хӑрушлӑхсӑр усӑ курмалли правилӑсем тӑрӑх хушма инструктажсем ирттереҫҫӗ, ҫавӑн пекех мӑрьесемпе вентиляци каналӗсен тӑрӑмне тӗрӗслессине вӑйлатаҫҫӗ.

– Газ службин, чи малтан, усă куракансене газ топливипе пӗр чарӑнмасӑр тивӗҫтермелле тата икӗ ен хушшинче тунӑ договорпа килӗшӳллӗн газ оборудованийӗн юсавлӑхне пăхса тăмалла. Газ оборудованине техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслекенсем чылай чухне хваттерсене, ҫуртсене кӗреймесӗр, каялла таврӑнаҫҫӗ. Кӑҫалтан ҫак ҫул-йӗре закон хӳтӗленӗ, паянтан вара ӗҫлекенсене киле кӗртменнисене штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Ҫакăн йышши пулӑшу чи малтан сенкер çулăмпа усӑ куракансен хӑрушсӑрлӑхне шута илет, çавăнпа та тимлӗ пулмаллине ан манччăр район ҫыннисен. Ҫавӑн пекех, кил-ҫурта, хваттере хальхи вӑхӑтра ҫӗнетнӗ чухне газ приборӗсене, кӑмака горелкисене хӑвăн ирӗкӳпе улӑштарма, вӗсене урӑх ҫӗре куҫарма юрамасть. Юсавсӑр автоматикӑпа усӑ курмалла мар. Ку ӗҫсене ятарлӑ пӗлӳллӗ специалистсен кӑна пурнӑҫламалла. Ҫавӑн пекех завод конструкцине улӑштарма, газ пӑрӑхӗсене юсаса ҫӗнетме пачах чараҫҫӗ. Хӑш-пӗр кил хуҫисем ҫурт ӑшшине упрас тесе вентиляци каналӗсене хупаҫҫӗ. Ку вӑл хамӑр алӑпа хамăршăн хăрушлăх кăларса тăратнине пӗлтерет. Газ приборӗ юсавсӑр пулсан, газ шӑрши тухсан, чи малтан, крана хупмалла, форточкӑсене, чӳречесене уҫмалла, аварипе диспетчер службине, чӗнмелле, телефон номерӗ: 2-23-06, – тесе аса илтерет Рамиль Сабирзянов.

Сенкер çулăмпа усӑ курнӑшӑн тӳлемелли пирки калас пулсан, кунта та хӑйӗн нюансӗсем пур. Терминалсемпе интернет урлӑ хальхи тӳлевсемпе тӳлеме хӑнӑхнӑ районта пурӑнакансен ҫак ӗҫе кая хӑвармалла мар. Тӳлеменнисене нумай парӑм пухни тата вӗсене тӳлесе татмалли пирки асӑрхаттару ярса параççӗ. Кун хыҫҫӑн та 20 кун хушшинче парӑмсене таврăрмасан, абонента газпа тивӗҫтерессинчен чараççӗ. 

Тӳленӗ хыҫҫӑн ҫурт каллех газ топливипе ҫыхӑнать. Харпӑрлӑхҫӑсем газ пӑрӑхне хӑй ирӗкӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ пулсан, ҫак ӗҫшӗн административлӑ яваплӑх пӑхса хӑварнӑ. Хӗлле хӑйсен ачисем патне куҫса каякансен организацие килсе, кун пирки асӑрхаттармалла. Унсӑрӑн, хуҫасен парӑмсем пухӑнӗҫ, каллех ӑнланманлӑхсем килсе тухӗҫ.

Ҫулсерен районти газпа эксплуатаци службин ӗҫченӗсем планпа капиталлӑ юсав ирттереҫҫӗ. Сӑмахран, 2025 ҫулта Кивӗ Ҫӗпрелӗнче, Пăрăнтăк станцийӗнче, Тутар Тӗкки, Ильмет-Чаткас ялӗсенче тата Аслă Чăнлă районӗсенчи газ валеçекен пунктсен шкафӗсене ҫӗнетнӗ. Кӑҫал ҫакӑн пек 15 яхӑн газ валеçекен пунктӑн шкафӗсене планпа улӑштарнӑ, ҫав шутра Кивӗ Йӗлмел, Кивӗ Ҫӗпрел, Кивӗ Шемӗршел, Çӗнӗ, Анат тата Аслă Чакă, Аслă Аксу, Кивӗ Чукал, Хурăнвар-Шăхаль ялӗсенче. Унсӑр пуҫне ҫулсерен газ пӑрӑхӗсене сӑрлас енӗпе планпа пӑхăннӑ ӗҫсем ирттереҫҫӗ.

– Районта хушма газификаци программи те пурнӑҫланать. Программа пуҫланнӑранпа абонентсенчен пурӗ 125 заявка илнӗ. Пуринпе те тивӗҫлӗ пулӑшу пама килӗшӳ тунӑ. Ҫавна кура кӑҫал 112 абонент, 2025 ҫулта 21 абонент валли  сенкер çулăм янăччӗ, – тет районти газпа эксплуатаци службин ертӳҫи Рамиль Сабирзянов.

Ҫапла, сенкер  çулăм пысӑк тимлӗхпе асӑрханулӑх ыйтать. Газпа усӑ куракан кашни ҫыннӑн кирлӗ правилӑсемпе требованисене ҫирӗп пӑхӑнмалла. Сенкер çулăм пирӗнтен кашниншӗн чи малтан ӑшӑлăх ҫӑлкуҫӗ кăна пулса тӑтӑрччӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев