Счетчик е икӗ хут тариф
Тутарстанра шывшăн тӳлемелли правилӑсене ҫирӗплетрӗҫ
Сивӗ шывшӑн халӗ икӗ хут ытларах тӳлеме тивет. Ку счетчикӗсем пулман кил хуҫисене пырса тивӗ.
Раҫҫейре, ҫав шутра Тутарстанра та, декабрь уйӑхӗнчен пуҫласа сивӗ шывпа тивӗҫтернӗшӗн тӳлемелли ҫӗнӗ правилăсем вӑя кӗчӗç. Çавна май, РФ Правительствин 2025 ҫулхи ноябрӗн 25-мӗшӗнчи 1871 номерлӗ постановленийӗпе килӗшӳллӗн, счетчикӗ пулман пурӑнмалли ҫуртсем, хваттерсем валли коэффициента 1,5-рен 3 таран ӳстернӗ. Кун пирки эпир районти «Прогресс» муниципаллă унитарлӑ предприятийӗн директорӗпе Евгений Иванцовпа калаҫрӑмӑр.
– Унччен сивӗ шывшӑн счетчик пулман пурӑнмалли ҫуртсен хуҫисем, 1,5 хут ытларах тӳленӗ пулсан, халӗ икӗ хут ытларах тӳлеме тӳрӗ килӗ. Асӑннӑ ҫӗнӗлӗхӗн тӗллевӗ ҫурт-йӗр хуҫисене шыв счетчикӗсене вырнаҫтарма, улӑштарма е вӑхӑтра тӗрӗслев ирттерме стимул парасси, – тет ертӳҫӗ. – Сӑмахран, пилӗк ҫынран тӑракан ҫемьешӗн сивӗ шывшӑн квитанцири сумма темиҫе хут ӳсме пултарать. Шывпа фактически усӑ курнине кӑна тӳлес, икӗ хут тариф айне лекес мар тесен, пӗртен-пӗр мел – юсавлӑ та шанчӑклӑ учет приборне вырнаҫтарни.
Евгений Иванцов каланӑ тӑрӑх, районта сивӗ шывпа усӑ куракан 5372 абонент шутланать. Вӗсенчен 116-шӗнче сивӗ шыва шута илмелли приборсем вырнаҫтарман.
– Тӳлевсен сумми ӳсни счетчикӗсем пулнă, анчах проверка иртмен хуҫасене те пырса тивет. Çакна прибора заводра кӑларнӑ вӑхӑтран пуҫласа, кашни ултӑ ҫулта тумалла. Шута илмелли приборсене пурӑнмалли ҫурт хуҫи хӑй те вырнаҫтарма пултарать. Вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн, пирӗн организацие килсе, приборӑн паспорт даннӑйӗсене пӗлтермелле. Енчен те кил хуҫин прибора вырнаҫтарма май пулмасан, организацийӗн ӗҫченӗсем те пулӑшма килеҫҫӗ. Анчах та ку пулӑшу тӳлевлӗ. Ку вырӑнта, ҫавӑн пекех, кил хуҫи вилнӗ хыҫҫӑн, унӑн еткерҫи те организацие килсе, пур хутсене те вӑхӑтра регистрацилени пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртмалла. Справка илес тесен, 8 (843-75) 2-23-83 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пулать. Предприятийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ, пулӑшу кăтартасси ҫинчен калакан информацие, ҫавӑн пекех, телефон номерӗсене Ҫӗпрел муниципаллӑ район порталӗн «Район пурнӑҫӗ» пайӗнче те вырнаҫтарнӑ, – тет Евгений Иванцов.
Сивӗ шыва шута илмелли приборӗсем пулман пурӑнмалли ҫуртсен хуҫисем ҫитес вӑхӑтра вӗсене вырнаҫтарассишӗн тӑрӑшчӗр, терӗ ертӳҫӗ. Ҫакӑ хуҫасене шыв тӑкакне контрольте тытма тата укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвне йӗркелеме пулӑшӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев