Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сăваплă ӗҫ

Тӗн тата çын

Ялти яш-кӗрӗмӗн сӑваплӑ ӗҫӗ: Аслă Аксу ҫамрӑкӗсем пуҫ таймалли хӗрес лартнӑ.

Сӑваплав мероприятийӗнче настоятель тӗнпе йӑла-йӗркене упраса хӑварасси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Аслă Аксу ялне кӗнӗ вырăнта пуҫ таймалли хӗресе чаплӑн вырнаҫтарса сӑвапларӗҫ. Вӑл вырӑнти халӑхшӑн ӗненӳ тата кирек мӗнле инкекрен те хӳтӗленӳ символӗ пулса тăчӗ.

Сӑваплӑ ӗҫе пуҫарса яракансем – ял ҫамрӑкӗсем. 

Çамрăксем хӑйсен шухӑшӗсене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнă, ҫынсем вара, хӗрес лартассине пӗр шухӑшлӑ пулса ырланă.
Пуç таймалли хӗресе сӑваплама Преподобнӑй Сергий Радонежский храмӗн настоятельне иерее Павел Пурлова чӗннӗччӗ, унта вырӑнти ҫынсем те хутшӑнчӗç.

– Пуҫ таймалли хӗрес вӑл – куҫа курӑнакан, курӑнман мӗнпур тӑшманран ӑс-хакӑл хӳтӗлевӗ. Ял ҫамрӑкӗсене мӑн асаттесен йӑли- йӗркине упраса хӑварма тӑрӑшнӑшӑн, пур ырӑ ӗҫе те хутшӑннӑшӑн тав тӑватӑп, – терӗ пуçтарнăннă халăх.


Справка
Пуҫ таймалли хӗрессем лартас йӑла тарӑн аваллӑхран пуҫланса каять. Руҫре вӗсене ҫул юпписенче, яла кӗнӗ тата паллӑ вырӑнсене лартнӑ, ҫапла майпа кашни ҫулҫӳревҫӗ е киле таврӑнакан Турра тата çӳл тӳпери хӳтӗлевҫӗсене тав туса, кӗл тума пултарнӑ. Ҫакӑн пек хӗрес инкексенчен хӳтӗлекен пулса тӑнӑ, ҫаплах, Турра парӑннине, тав тунине, шаннине сӑнланӑ.
Нумаях пулмасть, пысăк хӗрессене, çаплах, Матак  тата Хăймалу ялӗсене кӗнӗ вырăнсенче те вырнаçтарчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев