Санитарипе экологи икӗ уйӑхлӑхӗ иртӗ
Ӗнер. Паян. Ыран
Мероприяти апрелӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать.
Тутарстан Республикин Министрсен кабинечӗ 2026 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа майăн 31-мӗшӗччен ялсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртес, тасатас енӗпе санитарипе экологи икӗ уйӑхлӑхне пӗлтерчӗ.
Икӗ уйӑх хушшинче санкцилемен ҫӳп-ҫап куписене пӗтересси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрӗҫ, ҫав шутра ял хуҫалӑхӗсене пăхăнса тăракан ҫӗрсене, хула ҫывӑхӗнчи вӑрман тата шыв сыхлав зонисене те. Ӗҫсене йӗркелесе пыма оперативлӑ штабсем йӗркелеме, ҫавӑн пекех, волонтерсемпе обществăлла организацисене явӑҫтарма сӗнеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев