Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Шанăҫ» чӑваш юррин халӑх ансамблӗн юбилейӗнче

Культура пурнăçӗ

Аслӑ Нагаткино отрасль технологийӗсемпе сервис техникумӗнче «Шанăҫ» чӑваш юррин халӑх ансамблӗн 15 ҫулхи юбилейне халалласа регионсем хушшинчи мероприяти йӗркеленӗччӗ.

Мероприятин тӗллевӗ Валентина Николаевна Игнатьева ертсе пыракан çак коллективри артистсене чысласси пулчӗ. Валентина Игнатьева (Тарават) пирӗн районти Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, поэтесса, ҫыравҫӑ, Чӑваш композиторӗсен Ассоциацийӗн членӗ, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ульяновск облаҫӗн Хисеплӗ гражданинӗ, Цильна районӗн Хисеплӗ гражданинӗ, Раҫҫейри тата регионти чылай пултарулӑх конкурсӗсемпе фестивалӗсен лауреачӗ.

«Шанăҫ» ансамблӗн чӑваш наци йӑли-йӗркине, халӑхӑмӑрӑн юрӑ искусствине тата йӑли-йӗркине упраса хӑварас, чӗртсе тӑратас тата ӳстерес енӗпе тунӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртса, Ульяновск хулинчи «Сарнай» халӑх ансамблӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи «Уяв» халӑх ансамблӗ, Ҫӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халӑх ансамблӗ тата ытти пултарулӑх коллективӗсем килнӗччӗ.

Тӗп тимлӗх «Шанăҫ» чӑваш юррин халӑх ансамблӗн 15 ҫулхи юбилейне чысласси пулчӗ. Коллектива тав туса, салам нумай сӑмахӗсем янӑрарӗҫ.

Пурте коллектива тата унӑн ертӳҫине ҫынсене парнеленӗ савӑнӑҫшăн тав турӗҫ. Вӗсене сывлӑх, ырлӑх, хавхалану тата малашне те пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.

Эпир те, «Хӗлхем» халӑх ансамблӗн членӗсем, хамӑр черетре, ытти артистсем пекех, сцена ҫине тухса хӗрӳллӗ юрӑсем юрларăмăр, вӗсене куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Ентешӗмӗре Валентина Таравата Ҫӗпрел районӗнчи культура пайӗн Тав ҫырӑвне Людмила Сердцева (ӳкерчӗкре) тата ҫак пултарулӑх коллективӗ йӗркеленнӗренпе 15 ҫул ҫитнине халалласа асӑнмалӑх парне пачӗ.

Пирӗн коллектив членӗсем, ҫак регионсем хушшинчи мероприятие хутшӑнма май туса панӑшӑн, район администрацине тата культура пайӗн ӗҫченӗсене чунтан тав тăваççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев