Салтака каяççӗ çамрăк каччăсем
Районта ҫурхи призыв кампанийӗ малалла пырать
Июнӗн 17-мӗшӗнче призывниксене черетлӗ çар службине ăсатасси пулчӗ. Вӑл, нумай ҫул хушши пыракан йӑлапа, Петр Дементьев ячӗллӗ паркра иртрӗ.
Яш-кӗрӗме ҫар службине ӑсатма парка ахальтен суйламан. Районта ҫуралса ӳснӗ паллă ҫын – СССР авиаци промышленноҫӗн министрӗ, икӗ хутчен Социализмла Ӗҫ Геройӗ Петр Васильевич Дементьев районăмăрăн паллă çынни. Унӑн ячӗ паян çар службине каякан кашни каччăшӑн Тӑван çӗршыва парăннин тӗслӗхӗ пулса тӑрать.
Призывниксене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ. Вӑл вӗсене паттӑрлӑх тӗслӗхӗ пулма, тивӗҫлӗ служить тума сунчӗ. Ҫар чӑн-чӑн пурнӑҫ шкулӗ пулнине палăртса иртрӗ.
– Паян сирӗн пурнӑҫăрта ҫӗнӗ тапхӑр пуçланать. Эсир служить тума тата Тӑван ҫӗршыва сыхлама каятӑр. Кашни арҫыннӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ – ҫарта служить тăвасси. Районăмăрăн историйӗнче сирӗншӗн танлашмалли Геройсем нумай. Ҫарта служить туни – вӑй-хал, чӑтӑмлӑх тӗрӗслевӗ пек вăл. Сире ҫитӗнӳсем, тивӗҫлӗ, чӑн-чӑн командирсем, яланах шанчӑклӑ, туслӑ пулса юлма, лартнӑ тӗллевсенчен пӑрӑнмасӑр пурӑнма сунатӑп. Ырӑ ҫул сире! – терӗ Айрат Залялов. Айрат Фиркатович призывниксене ҫул пособийӗ пачӗ.
Паллах, ҫак кунӑн чи хумхантаракан пайӗ – ҫывӑх ҫыннисене ӑсатакан ашшӗ-амӑшӗ, савнийӗсем, тусӗсем. Вӗсенчен те каччăсене чи ӑшӑ сунăмсем ҫеҫ пулчӗç.
Ҫак кун ҫурхи призывӑн чи пысӑк ушкӑнӗ – 11 каччă кайрӗ. Хулаçырми ялӗнчен харӑсах салтака улттăн: Семен Варфоломеев, Денис Каранкин, Кирилл Кириллов, Владислав Петров, Дмитрий Сергеев, Петр Юркин кайрӗç. Кивӗ Сатуркка ялӗнчен – Ильназ Каримов, Кивӗ Çӗпрелӗнчен – Нияз Мухамадияров, Кивӗ Тăваньелӗнчен – Данил Чукмаров, Кӗҫӗн Упирен – Тимофей Марков, Аслă Аксуран – Владимир Яхин.
– Пӗр çулталӑк хӑвӑрт иртӗ. Каччӑсем салтакра пулма тивӗçлӗ, – тет Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн каччи Нияз Мухамадияров.
Ҫурхи призыв вăхăтӗнче районтан пурӗ 40 яхӑн ҫамрӑк ҫар службине кайӗ. Районта çурхи призыв кампанийӗ малалла пырать.
Владислав Петров, Хулаçырми ялӗ:
– Эпир – пӗр ялтан улттӑн, пӗр вăхăтра ҫар службине каятпӑр. Пурте тантӑшсем, пӗрле ӳснӗ, вӗреннӗ. Тен, ҫар чаҫӗсем те пӗрле тӳрӗ килӗç, ҫар службине те пӗрле иртӗпӗр. Паллах, ҫывӑх ҫыннӑмсенчен уйрӑлма питӗ йывӑр, анчах ман шутпа, арҫыннӑн вӑйлӑ пулмалла, ҫак «шкула» эпир иртме тивӗҫ. Сӑмах паратӑп, пуç усмăпăр!
Малалла тăсса
Аса илтеретпӗр, Раҫҫейре призыв кампанийӗ апрелӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ. Çамрăк каччăсене салтака ăсатас ӗç июлӗн 15-мӗшӗччен тăсăлӗ. Ҫак тапхӑрта Тутарстанран 3 пин ытла яш-кӗрӗме ҫар службине ăсатма палӑртнӑ. Салтака 18-30 ҫулсенчи каччăсене илеççӗ.
Служба срокӗ, ҫаплах, 12 уйӑхатӳрӗ килет. Призывниксем ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине каймӗҫ. Каччăсем Раҫҫей территорийӗнчи Хӗҫ-Пӑшаллӑ вӑйсен тӗрлӗ чаçӗсенче службăра тăрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев