Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Салимзяновсем – 2026 ҫулăн пӗрремӗш ҫемйи

Районти ЗАГС уйрӑмӗнче кӑҫал пӗрремӗш мӑшӑра регистрацилерӗç

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, çӗнӗ ҫулăн пӗрремӗш çемйин мăшăрланăвне регистрацилесси савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртет. 2026 ҫулхи январӗн 26-мӗшӗ çамрăксемшӗн хăйне евӗрлӗ, уйрӑмах паллӑ кун пулса тӑчӗ.


Гульнарапа Рамиль Салимзяновсен ҫемйине район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Иосиф Кукушкин, ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Шарафутдинова саламларӗҫ.


– Кашни çемье, кашни çуралнă ача пирӗн ҫӗршывӑн, республикӑн тата районӑн тӗп хаклӑхӗ пулса шутланать. Сирӗн хутшӑнусем ҫирӗп пулччăр, телей пултӑр сире! –  терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Ринатович ҫамрӑксене, пӗрремӗш ҫемье докуменчӗсене – мӑшӑрлану ҫинчен калакан свидетельствӑпа парнесем пачӗ.


Саламсем ҫумне ҫамрӑксен ҫывӑх ҫыннисем те хутшӑнчӗҫ, вӗсем те чун-чӗререн ырӑ сунса, сунăмӗсене пӗлтерчӗҫ.
Гульнарапа Рамиль иккӗшӗ те Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, вӑтам шкул пӗтерсе специальность илнӗ.
Паян Гульнара районти тӗп больницӑра медицина сестри пулса, Рамиль вара, «Татавтодор» обществӑн Пӑва филиалӗнчи «Ҫӗпрел» çул-йӗр строительствинче ӗҫлет. Ҫамрӑксем 2023 ҫулта паллашаççӗ. 


– Паллах, ҫулталӑкăн пӗрремӗш мӑшӑрӗ пулни питӗ хумхантарчӗ. Районта ҫамрӑк ҫемьесем нумай пулччӑр, – тесе сунчӗҫ вӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев