Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Саламлатпăр!

Ӗçӗсене хисеплесе

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов районти ветерансен юхӑмӗн хастарне Зоя Михайловна Кузнецована "Тутар Автономиллӗ Совет Социализмлӑ Республикине туса хунӑранпа 100 ҫул" юбилей медалӗ парса чысларӗ.

*   *   *

Чăваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова чӑваш наципе культурине упраса хӑварас тата аталантарас, регионсем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетес ӗҫе пай кӗртнӗшӗн Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн регионти обществăлла организацийӗн Совечӗн членне Алексей Егорович Ярухина Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.  

 *   *   *

Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн, халӑхсен  ремеслисене аталантарнӑшӑн, хӑйне евӗрлӗ йӑла-йӗркесене тытса тӑнӑшӑн тата халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетнӗшӗн Упи вăтам шкулӗн истори предметне вӗрентекенӗ Наталья Николаевна Куракина Раҫҫейри чӑвашсен федераллӑ наципе культура автономийӗн Совечӗн  Тав ҫырӑвӗпе чысланчӗ.

 

 *  *  *

Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен союзӗн членӗ, сӑвӑҫӑ, Алешкин-Саплăк ялӗнчи Культура çурчӗн заведующийӗ Наталия Николаевна Клементьева чăваш халăх поэтне Порфирий Васильевич Афанасьева халалланă «Порфирий Афанасьев – чăваш чунӗн лирикӗ» литературӑпа поэзи фестивалӗнче хастар хутшӑннӑшӑн Дипломпа чысланчӗ. 
Мероприяти Тутарстан Республикинчи Ҫарăмсан муниципаллӑ районӗнчи Çарăмсан ялӗнче «Уяв – 2026» чӑваш культурин республикӑри уявӗн шайӗнче иртрӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев