Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Саламлани!

Уяв ячӗпе!

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ   Марат Гафаров Мартӑн 8-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани. 

Районта пурӑнакан хисеплӗ ҫынсем! Хаклӑ, савнӑ хӗрарӑмсем! Мартӑн 8-мӗшӗ – ҫепӗҫлӗх, ҫуркунне, юрату тата ырăлӑх уявӗпе – чи ӑшӑ, чӗререн тухакан сăмахсемпе саламланине йышăнсамăр! Хӗрарӑм пуласси – чи аслӑ мисси. Эсир тӗнчене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелетӗр, ҫемье вучахне упратăр, кил-ҫуртсенче ӑшӑлӑх йӗркелетӗр. Эсир – савӑнӑҫпа килӗшӳ ҫӑлкуҫӗ, хавхалану вӑйӗ, пурнӑҫ тӗрекӗ. Эсир пире ырӑ ӗҫсем тума хавхалантаратӑр, пирӗн пурнӑҫа илем хушатăр. Эсир – пирӗн ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене, культурӑпа тӑван чӗлхене упракансем, вӗсене ҫамрӑк ӑрӑва парса тӑракансем. 

Паян пирӗн хӗрарӑмсем общество ӗҫ-хӗлӗн пур сферинче те хӑйсене активлă кӑтартаҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗ, социаллӑ тивӗҫтерӳ, çутӗçпе культура, суту-илӳ тата обществӑлла апатлану пек пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ сферӑсенче этемлӗхӗн черчен пайӗ ырми-канми вӑй хурать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те, паян та хӗрарӑмсен тылри ӗҫӗ хакласа пӗтерейми. Çӗршывăмăрăн тăнăçлăхӗшӗн, республикăмăрăн, районăмăрăн аталанăвне пай кӗртнӗшӗн Сире эпир тав тӑватпӑр, хисеплӗ, чипер хӗрарӑмсем! 
Хаклӑ хӗрарӑмсем! Ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв сире иксӗлми телей, савăнăç парнелетӗр, чун ӑшши, ҫывӑх ҫыннӑрсен чун-чӗререн тӑрӑшнине, тимлӗхне туйса пурăнăр! Сирӗн ҫумӑрта яланах вӑйлӑ, ӑнланакан, ҫепӗҫ ҫынсем, хаклӑ ачăрсем, пулччӑр! Пурнӑҫӑр яланах савӑнӑҫпа тултӑр, ҫемйӗрсенче тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ хуҫалантӑр, йӑл кулӑ сирӗн питӗртен ан çухалтăр, аллӑртан чечек ҫыххисем ан кайччăр! 

Уяв ячӗпе сире!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев