Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сабантуйсем, Акатуйсем – наци уявӗсем

Ӗнер. Паян. Ыран

Ҫитес эрнере, икӗ кун хушшинче: июнӗн 6, 7-мӗшӗнче районта наци уявӗсене паллӑ тӑвӗҫ. 
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗ

Июнӗн 6-мӗшӗнче тутар халăхӗн наци уявӗ Сабантуй – Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче иртӗ.

Иртнӗ ҫулсенчи пекех уява интереслӗ те пӗлтерӗшлӗ йӗркелӗҫ. Мероприяти «Цильна» обществӑн чи лайӑх ӗҫченӗсене наградӑламалли чаплӑ церемонипе пуҫланӗ. Уяв валли «Цильна» обществăн директорӗ Барис Гафуров нумай парне хатӗрленӗ. 
Ҫавӑн пекех, кӑҫал Сабантуйра хӗрарӑмсен хушшинче кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ӑмӑртӑва обществăн ертӳҫи Барис Гафуров пуҫарнипе виҫçӗмӗш çул ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ хӗрарӑма Барис Аппаувич 100 000 тенкӗ пама шантарать. (Иртнӗ çул – 50 пин тенкӗччӗ). Арҫын кӗрешӳҫӗсене  те виҫӗ ушкӑна пайласа парнелӗç: хӑнасем, ҫамрӑксем, ялти тӗп кӗрешӳҫӗсем. Виҫҫӗшне виҫӗ така. Унсӑр пуҫне телевизор, пылесос тата ытти парнесем те пулӗç. Ҫавӑн пекех, тӗрлӗ наци халӑх вӑййине хутшӑнакансем валли парнесем хатӗрленӗ. 

Сабантуйӑн тӗп культура илемӗ – Ильсия Бадретдинова пулӗ. Уява «Болгар» радиора ӗçлекен Эльвира Вильдан тата Рустам Гайзатуллин ертсе пырӗҫ. 

Мероприяти 9.00 сехетре пуҫланать.

 

Упи ялӗ

Упи ялӗнчи Акатуй уявӗ те кӑҫал июнӗн 6-мӗшӗнче иртӗ. 

Çурхи ака вӗçленнӗ хыҫҫӑн ирттерекен чӑваш халӑхӗн  культурине, йăла-йӗркисене палăртакан наци уявне кăçал хисеплӗ хӑнасем килессе кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, юрӑҫсем, ташӑҫӑсем пулӗҫ. Пӗтӗмлетӳсем тӑвӗҫ, наградӑсем парӗҫ. Кашниех хӑйне килӗшекен интереслӗ вăйă тупма пултарӗ. 

Мероприяти 11.00 сехетре пуҫланать.

 

Ҫӗпрел районӗ – Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ

Июнӗн 7-мӗшӗнче  район шайӗнчи тӗп уявӗ – Сабантуй Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче иртӗ. 

Мероприяти театрализациленӗ представленипе пуҫланӗ. Уяв саламӗсем янӑрӗҫ, малта пыракансене наградӑласси Сабантуйӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, уява ҫӳрекенсене йӑлана кӗнӗ вӑйӑсемпе ӑмӑртусем, наци кӗрешӗвӗ тата Сабантуйӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ ытти вӑйӑ-кулӑ кӗтет. Лашасен чупăвӗ – уявăн илемӗ пулӗ. 

Пӗр сӑмахпа каласан, районта пурӑнакан тутар, чӑваш халӑхӗсен наци колоричӗ, культури – ҫаксем пурте пысӑк уявра палӑрӗҫ. Сире уявсене ырă сунса кӗтеççӗ! 

Мероприяти 10.00 сехетре пуҫланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев