«Результатшӑн ӗҫлетпӗр»
Районта халӑх программин пилӗк ҫуллӑх ӗҫне пӗтӗмлетрӗç
Отчетпа программа форумӗ социаллӑ инфратытӑма аталантармалли, ҫулсем тумалли тата общество пуҫарӑвӗсене пулӑшмалли чи пӗлтерӗшлӗ темӑсене ҫавӑрса илчӗ.
Районти Культура çуртӗнче ирнтнӗ форумра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров юлашки пилӗк ҫулта халӑх программипе килӗшӳллӗн тунӑ ӗҫсене тӗплӗн анализ турӗ, ҫитес тапхӑр валли стратеги ҫул-йӗрӗсене палӑртрӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл муниципалитет халӑхпа ҫыхӑнса ӗҫлени ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗ. Марат Ринатович каланӑ тӑрӑх, электронлӑ обществӑлла приемнӑйсем паян халӑхпа ҫыхӑнса ӗҫлес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ, ҫакӑ муниципалитет программисене общественность шухӑшӗпе килӗшсе ӗçлеме май парать. 2026 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче кӑна та çавна май 173 ыйту килнӗ. Ытларах чухне ыйтусем социаллӑ сферӑна, çӗре, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тата экономикӑна пырса тивеҫҫӗ.
– Юлашки пилӗк ҫулта районта анлӑ улшӑнусем иртрӗç. Шкулсемпе ялти Культура çурчӗсене тӗпрен юсанӑ, ҫул сийне ҫӗнетесси малалла тӑсăлать. Сӑмахран, ҫичӗ вӗренӳ учрежденине юсанӑ, тӑхӑр шкулта апат-ҫимӗҫ блокӗсене ҫӗнетнӗ, ҫичӗ вӗренӳ заведенийӗнче «Ӳсӗм пăнчи» центрӗсем уҫӑлчӗç. Медицина енӗпе: виҫӗ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ туса туса лартнӑ, тӑваттӑшӗнче тӗпрен юсав ирттернӗ, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерме республика бюджетӗнчен 22 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Районта икӗ общество анлăшӗ йӗркеленӗ, культура енӗпе савӑнӑҫлӑ çӗнӗлӗхсем пулчӗç.
Кивӗ Сатуркка ялӗнче нумай функциллӗ центр уҫӑлчӗ, Алешкин-Саплăк тата Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Культура ҫурчӗсене тӗпрен юсанӑ. Кӑҫалхи пӗлтерӗшлӗ строительствăсем хушшинче – витнӗ футбол манежӗ тӑвасси. Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулне тӗпрен юсаҫҫӗ, Матак ялӗнче нумай функциллӗ центр тӑвасси малалла пырать, районти тӗп больницăн поликлиникинче юсав ӗçӗсем малалла пыраççӗ, Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнчи апат-ҫимӗҫ блокне ҫӗнетеҫҫӗ, – тесе пӗтӗмлетрӗ район пуҫлӑхӗ.
Форумра демографи политикине тата ҫемьесене пулӑшассине уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗç. Марат Гафаров палӑртнӑ тӑрӑх, 2026 ҫулта пӗр ҫамрӑк ҫемье çӗнӗ ҫурт ҫавӑрнӑ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма нумай ачаллӑ икӗ ҫемье сертификат илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Цильна» обществăн ертӳҫи Барис Гафуров хуҫалӑхӑн ҫамрӑк специалисчӗсене ҫурт-йӗр туянма пулӑшу панă.
Район халӑхне ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе планпа палӑртнӑ ӗҫ малалла пырать. Ҫавна пула, 2026 ҫул тӗлне 52 пурăнмалли пунктран 40шне централизациленӗ шывпа тивӗҫтернӗ, кӑҫал тата пилӗк ялта пахалӑхлӑ шыв пулӗ.
Район пуҫлӑхӗ ҫул-йӗр строительстви ҫинче те тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Тӗп тимлӗхе регионти трассӑсене тӗпрен юсасси ҫине ячӗ. Сӑмахран, «Хусан – Ульяновск» – Кивӗ Ҫӗпрел – Кивӗ Упи, «Кивӗ Ҫӗпрел – Тутар Шатрашан – Хулаçырми» тата ытти ҫулсене те юсанă. Çавӑн пекех, ялсенче урамри ҫулсене йӗркене кӗртнӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫитес ҫул валли те масштаблă ҫӗнӗ тӗллевсем палăртрӗ.
2027 ҫулта район тӗп объектсене ҫӗнетесси ҫине тимлӗх уйӑрӗ, ҫав шутра Чӑваш Ҫӗпрел тата Шланка вăтам шкулӗсен апат-ҫимӗҫ блокӗсене тӗпрен юсасси, Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн общежитине тӗпрен юсасси, районти Культура çуртне тӗпрен юсасси, «Выпускниксен паркне» иккӗмӗш тапхăрта тирпей-илем кӗртесси, çавӑн пекех, Аслă Аксу ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн зданине тӗпрен юсасси тăрать.
– Район ҫулран ҫул улшӑнни кашнин куҫӗ умӗнчех. Результат пур, эпир те результатшӑн ӗҫлетпӗр, – тесе пӗтӗмлетрӗ Марат Гафаров.
Форумăн кун йӗркинчи тӗп темӑсенчен пӗри – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси пулчӗ. Марат Ринатович Гафаров ӗҫ коллективӗсен, пӗтӗмӗшле илсен, район ҫыннисен гражданла позицине пысӑка хурса палӑртрӗ. Ҫак ӗҫре «Историллӗ астăвăм» проект уйрӑм вырӑн йышӑнать: паян районти ялсенче ятарлӑ ҫар операци вӑхӑтӗнче вилнӗ ентешсене халалласа 35 асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ, паттӑрсем вӗреннӗ 19 вӗренӳ учрежденийӗнче 38 асӑну кӗтесӗ йӗркеленӗ. Вӗсен ячӗсене тӑван ял, шкул историне ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ, çакӑ вара паттӑрлӑх, Тӑван ҫӗршыва парӑннин тӗслӗхӗ пулса тӑрать.
Раççей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Экономика политикин комитечӗн председателӗ Максим Топилин халӑх программи системӑллă пулнине палӑртрӗ.
– Питӗ нумай ӗçсем ӗçленнӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тата вӗсен ҫемйисен прависене хӳтӗлеме пулӑшакан 180 ытла закон йышӑннӑ. Кибер хӑрушсӑрлӑх тата граждансен пурлӑхне сыхлас ыйтусем ҫине тимлӗх уйӑрнӑ, нумай ачаллӑ çемьесем валли ҫӗнӗ тӳлевсем кӗртнӗ, тата ытти те. Ҫӗпрел районӗ – нумай нациллӗ Раҫҫейӗн уйрӑлми пайӗ, халӑх та пирӗн ҫӗршывӑн пӗтӗмӗшле аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать. Умра ӗҫ нумай-ха, кӑтарту пултӑр тесен, пирӗн пӗтӗм вӑя хумалла, – терӗ.
Мероприятире, çавӑн пекех, Росимуществӑн Тутарстан Республикинчи тата Ульяновск облаҫӗнчи регионсен хушшинчи территори управленийӗн ҫӗр фончӗн управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Нафис Зигангараев тухса калаçнине те итлерӗç.
Форумра, çавӑн пекех, 2026 ҫулхи майăн 1-мӗшӗнче Тутарстан Раисӗн Рустам Миннихановӑн Указӗпе йӗркеленӗ электронлӑ Хисеп хӑми пирки асӑнса иртрӗç. Ҫак проектăн тӗллевӗ – республикӑра пурӑнакансен професси ҫитӗнӗвӗсене халӑх умӗнче палăртасси тата ӗҫ династийӗсене сыхласа хӑварасси. Унта Çӗпрел районӗнчен 74 çынна сӗннӗ. Электронлӑ Хисеп хӑми ҫине кӗртни ҫинчен калакан свидетельствӑсене август уйӑхӗнче Ӗҫпе паттӑрлӑх фестивалӗн шайӗнче парӗҫ. Унсӑр пуҫне района малалла аталантармалли ҫулсене сӳтсе явма мӗнпур ял тăрăхӗсенче те, ӗҫ коллективӗсенче те тӗлпулусем йӗркелӗҫ.
Форум хыҫҫӑн, Марат Гафаровпа Максим Топилин Краеведени музейӗнче тӗпрен юсав иртекен ӗçпе тата Матак ялӗнче нумай функциллӗ центрăн строительствипе паллашрӗҫ.
Справка
Халӑх программине 2021 ҫулхи август уйӑхӗнче 2,5 миллиона яхӑн Раҫҫей ҫыннин сӗнӗвӗсене тӗпе хурса йышӑннӑччӗ. Ҫӗршывӗпех ҫак хушӑра пин-пин шкул, ача сачӗсем, больницӑсем тата спорт объекчӗсем туса лартнӑ, 900 пин ытла ҫурта газ кӗртнӗ.
«Результатшӑн ӗҫлетпӗр!» отчетпа программа форумӗ Тутарстанри пур района та иртӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев