Ремантант хӑмла ҫырли ӳстерет
Дамир Идиятуллов 5 гектар лаптăк çинче
Шалти ӗҫсен ӗçлесе, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн обществӑра хӑйӗн вырӑнне, пурнӑҫран илем тупса пурăнакансем пирӗн хушӑра нумай. Манӑн статьян геройӗ Дамир Хасиятуллович Идиятуллов та шăпах ҫавӑн пеккисенчен.
Дамир Хасиятуллович Ильмет-Чаткас ялӗнчен. Малтан ялти, унтан Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат-Чаткас вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухсан, Волгоградри физкультура институчӗн Канашри филиалне вӗренме кӗрет. Ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн, 1986 ҫулта, районти шалти ӗҫсен пайӗнче ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторӗн тивӗçне пурнăçлать. Унтан районти шалти ӗҫсен пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ таран çӗкленет.
2005 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен Дамир Хасиятулловича районти шалти ӗҫсен пайӗн начальникӗн ҫумӗ тивӗçӗнчен Хусанти Киров районӗнчи шалти ӗҫсен пайне, обществӑлла хӑрушсӑрлӑх милицийӗн начальникӗн ҫумӗ пулма куҫараççӗ. 2010 ҫултан пуçласа вара, Хусан хулинчи Ямашев уйрăмӗн полици участокӗн уполномоченнӑйӗ тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен уйрăмăн начальникӗн ҫумӗ пулса ӗçлет.
Ӗçленӗ хушăра иккӗмӗш аслӑ — юридици пӗлӗвӗ те илет. Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗçленӗ тапхăрта ăна, 2001 ҫулта, Чечня Республикинче ӗçлӗ командировкăра пулма та тӳрӗ килет. Ҫар юхăмӗн ветеранӗ ята тивӗҫет. Виҫçӗмӗш степеньлӗ «Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн» медальсемпе, «Хусанӑн 1000 ҫуллӑхӗ» медальпе наградӑланать. 2015 ҫулта подполковник званийӗпе тивӗçлӗ канăва тухать.
Пӗлӳллӗ, хастар, кашни ӗçе тӳрӗ кӑмӑлтан пурнăçлама вӗреннӗ Дамир Хасиятуллович, тивӗçлӗ канăва тухсан та, пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупать. Вӑл тӑван енне таврӑнса, хӑйӗн ӗҫне йӗркелеме шутлать. Дамир Хасиятуллович, мӗн ҫамрӑкран ӗҫпе «вӗресе» тӑракан, ял пурнӑҫӗпе пиҫӗхсе ӳснӗскер, Ильмет-Чаткас ялне таврӑнса ҫӗрпе ҫыхӑннӑ хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе яма ӗмӗтленет. Шухӑшласан-шухӑшласан, улма-ҫырла ҫитӗнтерес тӗлӗшпе хăйне сăнаса пӑхас тет. 2019 ҫулта Ильмет-Чаткас ялӗнче хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелет, майӗпен хăйне кирлӗ техника туянма пуçлать. Хӑйне тӗрлӗ грант программисенче сăнаса пӑхас тесе, ҫакнашкал программӑсене хутшӑнма тытӑнать. Бизнес-проект тума та, хӑйӗн проектне хӳтӗлеме те вӗренет. 2020 ҫулта 3 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илет. Асӑннӑ грант программипе ӗҫлеме пуҫличчен санӑн хӑвна панӑ грант суммин 10 процентне хывса, ӗҫе пуҫӑнмалла. Бизнес-проекта 5 ҫуллӑха тӑваҫҫӗ.
Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн, ӗҫе пуçăнма кайнă тӑкаксем майӗпен 3 ҫултан татӑлса пыма тытӑнмалла. Вӑл районти «Тăваньел пахчисем» кооператива член пулса кӗрет, коопераци ертӳҫипе Альфред Хайруллинпа канашласа ремантант хӑмла ҫырли ӳстерме шутлать. Хунавсене «Тăваньел пахчисем» урлӑ илсе килсе, 5 гектар лаптӑк ҫине лартаҫҫӗ.
— Пулас улма-çырла пахчи валли хунавсем лартма тракторпа йӑран туса пуҫларӑмӑр. Ретсен хушшине 3,5 метр сарлакӑш хӑвартăмăр. Хунавсем ӳссе сарӑлсан вӗсен хушшинче трактор та çӳремелӗх пулмалла-ҫке, — тесе калаçать Дамир Хасиятуллович.
Хӑмла ҫырли хунавӗсене пӗр-пӗринчен 35 сантиметр аяккарах лартса тухрăмăр. Паллах, малтанхи вӑхӑтра эпӗ хунавсем тымар илӗç-ши, тухăçӗ пулӗ-ши, тесе пӑшӑрхантӑм. Хунавсем ӳссе кайсан вара, пӗрремӗш чечексем, унтан ҫырласем курӑнма пуҫласан, кăмăлăм çӗклене пуçларӗ.
Дамир Хасиятуллович йӗркеленӗ хăмла çырла «плантацийӗнче» халӗ ӗҫ вӗресе тăрать ӗнтӗ. Хӑмла ҫырлине шӑварма пӑрӑхсем те тӑснӑ, вӗсенчен кашни тӗм айне талӑкӗпех шыв тумлать. Кӑҫал ҫумӑр час-часах ҫунӑран, хӑмла ҫырли шултӑрарах, тухӑҫлӑрах та пулнă.
Ремантант хӑмла ҫырлин ҫимӗҫӗсем август-сентябрь уйӑхӗсенче ӗлкӗреççӗ. Ҫырла пиҫнӗ тапхӑрта кунта 20-25 яхӑн ҫын çырла пухнă çӗрте хутшӑнать. Ильмет-Чаткас ялӗнчен те, кӳршӗ Чепкас-Никольски, Шӑмӑршӑ ялӗсенчен те килсе пуҫтараҫҫӗ иккен. Ҫырла татмалли вӑхӑт ирхи 8.00 сехетре пуҫланать те 17.00 сехетчен пырать. Çырла пуçтаракансене вӗри апатпа тивӗçтерессине те йӗркеленӗ. Кунта килсе хӑйсен валли пуçтармалли меслетпе те усӑ кураҫҫӗ. Хăв пуçтарса илнӗ ҫырлана пасартан чылай йӳнӗрех хакпа илме пулать иккен.
— Ульяновскран, Самарăран тата ытти ҫавӑн йышши хуласенчен те машинӑсемпе килеҫҫӗ, ахаль ҫынсем те хаваспах туянаҫҫӗ, сутса пӗтменнисене вара «Тăваньел пахчисем» урлӑ та реализацилетпӗр, — тет Дамир Хасиятуллович.
Вӗсем хӑмла ҫырлинчен варени сутассине те йӗркеленӗ. Варение Дамир Хасиятулловичăн мăшăрӗ Ильсияр аппа питӗ тутлă, хӑй рецепчӗпе хатӗрлет. Ильсияр аппа ӗмӗр тӑршшӗпех аптека тытӑмӗнче ӗҫленӗ, паян тивӗҫлӗ канура.
Дамир Хасиятуллович унчченхи ҫулсенче пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсене те манмасть. Çулсерен вăл районти шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫленӗ, паян тивӗҫлӗ канура пулнă аслӑ ӑру çыннисене октябрӗн 1-мӗшӗ — Ватăсен кунӗ ячӗпе хӑйӗн «плантацийӗсенче» ӳстернӗ хӑмла ҫырлине валеҫет.
— Ҫак ырӑ ӗҫшӗн Дамир Хасиятулловича шалти ӗҫсен пайӗн мӗнпур ветеранӗсен ятӗнчен пысӑк тав сӑмахӗ калас килет, — терӗ кун пирки районти шалти ӗҫсен пайӗн пуҫлӑхӗ Фариз Шакиров.
Унсӑр пуҫне, Дамир Хасиятуллович 5 гектар лаптӑк ҫинче урпа акса ӳстерет. Ҫӗре ӗçе кӗртме «МТЗ-82» трактор пур. Ҫак тракторпа Ильмет-Чаткас ялӗнчи механизатор Минадир Шаяхметов ҫуркунне, ҫулла тата кӗркунне вӑй хурать. Унӑн хӑйӗн «газель» машини те пур. Кӗркунне вара тырӑ вырма комбайн арендăна илет.
— Тухӑҫ кӑҫал та лайӑх пулчӗ, кашни гектартан вӑтамран 40 центнер тырӑ тухрӗ, — тет вӑл.
Дамир Хасиятуллович мӑшӑрӗшӗн юратнӑ упӑшки, ачисемпе мӑнукӗсемшӗн хаклӑ ашшӗпе аслашшӗ. Ильсияр аппапа пӗрле вӗсем икӗ ача пăхса ӳстернӗ. Ывӑлӗ Алмаз Хусанти юридици институтӗнче вӗрентет, полици майорӗ, хӗрӗ Дина вара, финанс сферинче ӗҫлет. Дамир Хасиятулловичӑн виҫӗ мӑнук.
Хӑмла ҫырлине хӑҫан тата мӗнле касмалла?
Хӑмла ҫырли ӳстермен пахчаҫӑ сайра пулӗ, — тет Дамир Идиятуллов тата çавна май хăйӗн канашӗсене те парать.
Техӗмлӗ, калама ҫук усӑллӑ, ҫӑварта ирӗлекен сӗтеклӗ ҫырласене, ҫу варринчен пуҫласа, юр ҫӑвиччен татса ҫиес тетпӗр пулсан, ахаль хăмла çырлисӗр пуҫне, ремонтант сортсене те ӳстермелле.
Кашни ҫул лайӑх тухӑҫ илес тесен, хӑмла ҫырлине тӗрӗс касмалла. Ҫакӑ ӗç тымартан тухса, кӑҫал ҫулла шăтса тухнă ҫамрӑк ылмашӑнӑва кӗр вӗҫлениччен ҫирӗпленсе, икӗ ҫулхи хунавсене кӑмпа чирӗсемпе чирлеттересрен, кивӗ тунасем ҫине йăва тунă сӑтӑрҫӑсене ҫамрӑккисем ҫине куҫса ларса, сиен кӳме чарма май парать.
Ахаль хӑмла ҫырлин тухӑҫлӑхне темиҫе хут ӳстерес тӗллевпе, ҫамрӑк хунавсен 60-70 сантиметра ӳссе ҫитсен, тунасен вӗҫӗсене чӗпӗтсе татса илмелле.
Тунисен тӗпӗнчен 4-5 папка ӳссе тухать. Ҫитес ҫуркунне ҫав тунасен вӗҫӗсене касӑр. Тепӗр çул çуркунне çав çӗнӗ тунасен вӗçӗсене касмалла. Каллех çӗнӗ хунавсем йӗркеленеҫҫӗ. Кашни çӗнӗ туна çӗнӗ хунав майлă пулса каять.
Чи кирли: тухӑҫ паракан нумай-нумай вӗтӗ туратсем тухаҫҫӗ. Ҫапла майпа йӗркеленнӗ хӑмла ҫырли туни çинче çырла нумай пулнисӗр пуҫне, ҫимӗҫ памалли вăхăт самай вӑрӑмлатать. Чи лайӑх тухӑҫ тӑрри турачӗсем ҫинче пиҫет пулсан, ҫимӗҫ сезонӗ вӗҫленнӗ тӗле аялахрисем те пылак сӗтеклӗ ҫимӗҫӗсене ӳстерсе ӗлкӗреççӗ.
Ремонтант хӑмла ҫырлинчен ҫу каҫиччен икӗ хут тухӑҫ ӳстерес тетӗр пулсан, кӗрхи тухăçа пухса илнӗ хыҫҫӑн унӑн тунине ҫурри таран кӗскететпӗр (чи пысӑк папка таран анса). Пирӗн ҫанталӑк условийӗсенче ӑна хӑйӗн иккӗмӗш тухӑҫне ҫитӗнтерме питӗ сахал вӑхӑт юлать. Вăйлă тăм ӳксен, пиçсе, ӗлкӗрсе пыракан ҫырласем пăрланса лараҫҫӗ. Туллин хӗрелсе, пылакланса çитмен ремонтант çырласем çине ноябрь уйӑхӗнче ӗнтӗ юр ҫӑвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев