Ӗҫре те, кӗрешӳре те малта...
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче Сабантуй уявӗ кӗрлерӗ
Районти, республикӑри хуҫалӑхсем хушшинче нумай ҫул малти вырӑнсене йышӑннӑ Кӗҫӗн Чăнлă ялӗ çавăнта пурăнакансемпе, кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хуракан хӑйӗн ҫыннисемпе мăнаçланать.
Кун пирки район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та хӑйӗн сӑмахӗнче палӑртса иртрӗ.
– Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче йӑла-йӗркесенене, чӗлхене упракан пултăклă, пӗр шухӑшлӑ халӑх пурӑнать. Ҫакӑ кашни ҫуртӑн хӑтлӑхӗнче, картишсен илемлӗхӗнче палăртать. «Цильна» общество вуншар ҫул республика шайӗнчи хăйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарать. Барис Аппаувич Гафуров ертсе пынипе хуҫалӑхра, ялта ӗмӗрхи йӑла-йӗрке, тӗп ӗҫ мелӗсем сыхланаççӗ. Малашне те ял пурӑнтӑр, çакăн пек кӗрлесе тăтăр, – терӗ район пуҫлӑхӗ.
Барис Гафуров хуҫалӑх ӗҫченӗсене, ял ҫыннисене тав турӗ, ял юлашки ҫулсенче аталанни, улшăнни ҫинчен калаçрӗ.
– Хуҫалӑхра чӑннипех те ӗҫе юратакан, тӑван яла, тӑван ҫӗре юратса пурӑнакансем ӗҫлеҫҫӗ. Ял аталанать! Ҫакӑ юлашки ҫулсенчи пулнă строительство ӗҫӗсенчен те курӑнать: шкул, Культура çурчӗ, ҫулсем, мечӗтсем тата ытти те ҫӗнелеҫҫӗ. Республика, район шайӗнчи семинарсем, культура мероприятийӗсем пирӗн территорире йӗркеленеҫҫӗ. Çӗнӗ ҫул уявӗ те ҫӳллӗ шайра иртнине, конкурссен ҫӗнтерӳçисене те палăртса иртес пулать. Ялта ку чухехи майсем те пулса пыраççӗ. Ку енӗпе хуҫалӑхра та пысӑк улшӑнусем пур, ӗҫченӗмӗрсен ӗҫӗ меллӗ те ҫӑмӑл пултӑр тесе, нумай вӑй-хал, укҫа-тенкӗ хывăнать. Паллах, ӗҫ ҫыннисен тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илме те, канма та ирӗк пур. Паянхи уява та пӗрлӗхлӗ, туслӑ халӑх валли йӗркеленӗ, кăмăллă канăр, – терӗ малта пыракан хуҫалӑхăн ертӳҫи Барис Аппаувич.
Уява хӑнасем нумай килнӗччӗ. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Ильнур Садриев меценат та, паян яла аталантарма ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ пама пысӑк вӑй хураканскер, ял ҫыннисене ҫирӗп сывлӑх, савӑнӑҫлӑ тӗлпулусем сунчӗ.
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Сабантуй кӑҫал та хăйне евӗрлӗхӗсемпе тулли пулчӗ. Уяв Коран вуланинчен пуҫланчӗ. Район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа хуҫалӑх ертӳҫи Барис Гафуров ҫӗршывăмăра тăнăçлăх, телей, савӑнӑҫ сунса шурӑ кӑвакарчӑнсен ушкӑнне сенкер тӳпене вӗçтерчӗç.
Сабантуй пирӗн наци уявӗн чун хавалӗпе йӑли-йӗркине кӑтартакан культура пулӑмӗ пулса тӑчӗ. Лаптăк варрине хуҫалӑхăн малта пыраканӗсем тухрӗҫ, тивӗҫлӗ наградӑсем илчӗҫ. Саламланă хыҫҫӑн, Сабантуй вӑййисене старт пачӗç. Тутарстанăн халӑх артистчӗ Ильсия Бадретдиновапа унӑн пултарулӑх коллективӗ лаптăкра хӑйсен юррисене янăратрӗç.
«Булгар» радиовне ертсе пыракансем Эльвира Вильданпа Рустам Гайзатуллин вӑйӑсене хутшӑнакансене вăй-хал парса тăчӗç. Вӑйӑсем те хӑйсен тӗрлӗлӗхӗпе илӗртрӗç. Хăшӗ чӳлмек ватрӗ, кӗвентепе шыв йӑтрӗ, михӗс тăхăнса чупрӗ, хăшӗ тата автана та хăваласа пăхрӗ... пӗтӗмӗшле илсен, пур ӗçре те хӑйсен пултăклăхӗсене кӑтартма пултарнӑ Кӗҫӗн Чăнлăн çыннисем вӑйӑсенче те пуç усмарӗç. Кашниех кунта хӑй пӗлнӗ пек кăмăллăн канма пултарчӗ.
Кӗҫӗн Чăнлăн ялӗн чапӗ таврана та вӑйлӑ кӗрешекенӗсем пуррипе сарӑлнӑ. Виҫӗ ҫул каялла хуҫалӑх ертӳҫи Барис Гафуров пуҫарнипе район историйӗнче пӗрремӗш хут хӗрарӑмсен кӗрешӗвне йӗрекелесе ячӗç. Ҫулран-ҫул унӑн масштабӗ анлӑланать. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗ хӗрарăма 100 пин тенкӗ пачӗç. Ӑна Пӑва хулинчи Марьям Ямалетдинова тивӗҫлӗ пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев