Раштав уявне кӗтсе илчӗç
Районти кӗлӗ çурчӗсенче уяв кӗллисем илтӗнчӗç
Раштав – христиансен уявӗсенчен пӗри, чиркӳ вӗрентӗвӗпе килӗшӳллӗн, Христос ҫуралнӑ кун пулса тăрать.
Ҫак уяв христиансемшӗн яланах ӗненӳ, таса чунлӑх, ырӑлӑх пулса шутланнӑ, паянхи кун та вăл ҫынсене мӑн асаттесен ӑс-хакӑл йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарса тӑрать.
Январӗн 6-мӗшӗнче çӗрле пуçланса, 7-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи пур чиркӳсемпе храмсенче те Христос çуралнине уявланă май, уяв кӗллисем иртрӗҫ. Чиркӗве православи тӗнне ӗненекенсем кӗлтума, ҫурта лартма, ӗмӗртен пыракан йӑла-йӗркене хутшӑнма пӗрле пухӑнчӗç.
Раштав кӗллине Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Преподобнӑй Сергий Радонежский храмӗнче те пурнăçларӗç. Халӑх йышлӑ пуçтарăннăччӗ. Çамрӑксем те сахал мар пулчӗç, нумайăшӗ ҫемйипех. Вӗсем пурте, Çӗр çинчи чи пӗлтерӗшлӗ пулăма – Христос çуралнине пӗрле палăртма пуçтарăнчӗç. Литургие иерей Павăл атте илсе пычӗ. Çунакан ҫуртасенчен храмра хӑйне евӗрлӗ ӑшӑ та хӑтлӑ атмосфера йӗркеленнӗ. Шалтан храма симӗс чăрăш турачӗсемпе илемлетнӗ. Çакă та пӗлтерӗшлӗ, чиркӗве капăрлатни пурне те Христос пурнăçӗ çине тарăн пăхма хистет. Ун пӗлтерӗшӗ çинчен пирӗнтен кашнинех шухăшлама хавхалантарать.
Чаплă литургие чиркӳ хорӗпе юрлакансем илем кӳчӗç. Литурги вӗçленсен, Çӗпрел районӗн благочиннăйӗ, Сергий Радонежский храмăн настоятелӗ Павел Пурлов приход çыннисене пурне те аслӑ уявпа – Христос çуралнă ятпа саламларӗ, ырă ӗçсемпе пурнăçа çирӗплетсе пыма, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх сунчӗ.
Ырă йăлапа Турă çурчӗн картишӗнче Вертеп туса хунă. Вăл пурне те Христос çуралнă Сăваплă каç çинчен аса илтерет. Вертеп ачасене кăна мар, аслисене те уйрăмах савăнăç кӳчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев