Районти ЗАГС пайӗнче ҫар ҫыннин мӑшӑрланăвне регистрацилерӗç
Юрату валли чӑрмавсем ҫук!
Матак ялӗнче çуралса ӳснӗ Дмитрий Шингаревпа Чӑваш Ишлӗ ялӗнчи Злата Барышова шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех пӗр-пӗрне юратса пӑрахнӑ.
— Эпӗ 7-мӗш класраччӗ, Дмитрий — вуннӑмӗшӗнче. Калаҫса, туслашса кайрăмăр. Пӗрре курсах юратса пăрахнă теҫҫӗ вӗт, пирӗнпе те ҫаплах пулчӗ, — тесе калаçрӗ Злата.
Вӑтам шкултан вӗренсе тухнă хыҫҫӑн, Дмитрий Хусанти аслӑ ҫар танк училищине вӗренме кӗрет. 2022 ҫулта вӗренӳ заведенине пӗтерсе, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пуҫлать. Злата вара, вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, Ульяновск хулинчи медицина колледжӗнче пӗлӳ илет.
Хушшисем инçе пулни те, ҫамрӑксене юратма чӑрмав пулма пултарайман, пачах урӑхла, вӗсен пӗр-пӗрин патне пулнă туйӑмӗсене ҫирӗплетнӗ ҫеҫ. Злата акушер специальноҫне алла илнӗ хыҫҫӑн, савнийӗ патне ҫывӑхрах пулас тесе, Волгоград хулине ӗҫе вырнаҫать, халӗ те ҫавӑнти больницӑсенчен пӗринче ӗҫлет.
Çамрӑксем черетлӗ канăвӗсене планланӑ май, хутшӑнусене законлă майпа тӑван енӗнче, ҫывӑх ҫыннисем хушшинче регистрацилеме шутлаҫҫӗ. Шел те, отпуск вӑхӑтӗнче Дмитрийăн ҫемйинче пысӑк хуйхӑ килсе тухать — унӑн ашшӗ пурнăçран уйрăлса каять. Ҫамрӑксем çак хуйхă хыҫҫӑн мӑшӑрлану кунне куҫарса тăмалла мар-ши, тесе те шутлаççӗ. Шавлӑ туйсем пирки сӑмах та пулма пултараймасть. Ҫак куна та тахҫанах ӗмӗтленнӗ, кӗтнӗ... Ҫамрӑксем ЗАГС пайне кайма шутлаҫҫӗ.
Ҫамрӑк офицерăн ҫемйине районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ.
— Çӗршывăмăрăн хуралӗнче тӑни, ҫемье ҫавӑрни — пысӑк паттӑрлӑх. Сирӗн телейӗр ҫирӗп пултăр, пӗр-пӗрне хисеплесе пурăнăр, — терӗ Рустам Мухаметзянов.
Шингаревсен ҫемйине пӗлтерӗшлӗ документ — свидетельство тата асӑнмалӑх парнесем пачӗç.
— Офицер мăшăрӗ пулма ҫӑмӑл маррине ӑнланатӑп эпӗ. Анчах юрату пире пур чӑрмава та ҫӗнтерме пулӑшӗ, — тесе хăйӗн шухăш-кăмăлне пӗлтерчӗ Злата.
Аса илтеретпӗр, çакă районта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан район çынни хутшăннипе регистрациленнӗ 22-мӗш ҫемье.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев