Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Районта пилӗк ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнă

Ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем район центрӗнче, Чӑваш Паснапуç ялӗнче, Цивильск—Ульяновск—Кивӗ Ишлӗ тата Хусан—Ульяновск—Кивӗ Ҫӗпрел ҫулӗсем ҫинче пулса иртнӗ.

2024 ҫулăн иртнӗ тапхӑрӗпе çыхăннă ҫак статистикăна районти Ӗç тăвакан комитет ҫумӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли комиссийӗн анлӑ ларӑвӗнче илсе кăтартрӗç. Ларӑва Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов илсе пычӗ. 

Мероприятире «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Хусан хулинчи территорири управленийӗн начальникӗ Наиль Агишев çивӗч ыйтусем çинче чарӑнса иртрӗ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗсемпе ӗҫе вӑйлатма сӗнчӗ. Наиль Сагидуллович, ачасем, ытларах, ашшӗ-амӑшӗнчен тӗслӗх илнине палӑртрӗ. — Электросамокатсемпе, скутерсемпе тата çавăн пек транспортсен ытти тӗсӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем нумайланни уйрӑмах пăшăрхантараççӗ. Хӑйсен ачисене ашшӗ-амăшӗсем индивидуаллă мобильлӗ хатӗрсем туяниччен, вӗсем хӑрушлăх кăларса тăратни ҫинчен шухӑшламалла, — терӗ Наиль Агишев.

Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов районти ҫулсем ҫинчи аварисем ҫинчен калаçрӗ. 

Кӑҫал район территорийӗнче 5 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртрӗ, вӗсенче 7 ҫын аманнӑ, ҫав шутра 1 ҫулӗ ҫитмен пассажир, 1 ҫын вилнӗ.

Ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем район центрӗнче, Чӑваш Паснапуç ялӗнче, Цивильск—Ульяновск—Кивӗ Ишлӗ тата Хусан—Ульяновск—Кивӗ Ҫӗпрел ҫулӗсем ҫинче пулса иртнӗ. 

Анатолий Михайлов урамри ҫул-йӗр сечӗн юсавлăхне тивӗçтересси, ачасене транспортпа турттарасси, талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче тумтир ҫинче ҫутта тавăракан элементсем пулмалли ҫинчен те каласа иртрӗ.

Тумтирсем, шкул сумкисем, атӑ-пушмак çине çыпăçтарнă çутта тавăракан фликерсем, ачасен жилечӗсем, сулӑсем талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫуран ҫын ҫине пырса кӗрессине темиҫе хут чакараҫҫӗ. Çывӑхри ҫула ҫутатакан фарӑсем пулӑшнипе водитель ҫуран ҫынна 50 метртан, инҫеретрен — 100 метртан ҫеҫ курма пултарать. Тум çинче çутта тавăрса паракан элементсем пур пулсан вара 200 метртан асăрхама пултарать, инçе çутă режимӗнче çак хушă 350 метра та çитет. Ҫакӑн пек лару-тӑру аякри ҫутӑпа та.

Çутта тавăракан элементлӑ ҫын 300-400 метртан курӑнать, унсӑрăн — икҫӗр метртан кăна, — палӑртса иртрӗ докладчик.
Ларура, ҫавӑн пекех, «Районти пӗлӳ паракан учрежденисене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлесси» темăпа районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов тухса калаçнине те итлерӗҫ.

«Данадис» обществăн директорӗн çумӗ Ильнур Исхаков шкул автобусӗсем ҫинче ГЛОНАСС/GPS спутник навигацийӗн хатӗрӗсем, сигнал кнопкисем, сасӑ ҫыхӑнӑвӗ тата автобуссем шкул ачисене турттарма хатӗр пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. 

Унтан районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов ларӑва пӗтӗмлетӳ турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев