Район ларăвӗнче
Ӗнер. Паян. Ыран
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетӗнче пиллӗкмӗш созыври Ҫӗпрел муниципаллӑ районăн Совечӗн тӑххӑрмӗш ларӑвӗ иртрӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче, тӗп ыйтусемсӗр пуҫне, кадрсен улшӑнӑвӗсене те тимлӗх уйӑрчӗç. Уйрăммăн илсен, Звезда тата Чӑваш-Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен полномочийӗсене, хӑйсен заявленийӗсене тӗпе хурса, чарса лартас ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров 24 ҫул тăршшӗ Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн аталанӑвне хăйӗнчен пай кӗртнӗшӗн Виталий Землемерова тав турӗ, «ТР Муниципаллӑ йӗркеленӳсен Совечӗ» Ассоциацийӗн Хисеп грамотине пачӗ.
Малашне Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Юрий Албутов пурнӑҫлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев