Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Район çыннин çул-йӗр-транспорт аварийӗнче пурнăçӗ татăлчӗ

Автоинспекци асăрхаттарать ГИБДД: Хăрушсăрлăх

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетра ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта вилӗмпе ҫыхӑннӑ ҫул-йӗр-транспорт инкекне тишкерчӗç.

Аса илтеретпӗр, 2025 çулхи августӑн 2-мӗшӗнче Кивӗ Ҫӗпрел — Тутар Шатăршан ҫулӗ ҫинче синкерлӗ çул-йӗр транспорт аварийӗ пулса иртрӗ. ГИБДД пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӗҫӗн Аксу ялӗнче, 1996 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Integra ZX мотоциклпа Mercedes çăк автомашини çине пырса ҫапӑнать. Ҫавна пула вырӑнтах пурнăçӗ татăлать. 

ГИБДД уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан Дамир Даутов, мотоциклпа çӳрекен ӳсӗр пулни çинчен калать. Ҫавӑн пекех вӑл ҫул-йӗр правилине пӑсни, хирӗҫ ҫул ҫине тухни, транспортпа «правасӑр» çӳрени çинчен те ӑнлантарчӗ.

— Район территорийӗнче мототехника хутшӑннипе ҫул-йӗр правилисене пӑсасси йышланни пӑшӑрхантарать. Мотоциклпа ҫул ҫитмен ачасем час-часах çӳреççӗ, ҫакӑ вара хăрушă инкек патне илсе ҫитерет, — тесе пӗлтерчӗ Дамир Даутов.

— Ачана хаклӑ йышши техника туянса ашшӗ-амӑшӗ хӑйех «капкӑна» ҫакланать. Мӗншӗн тесен çул çитмен ача асӑннӑ транспортпа тӑтӑшах тухса ҫӳреме васкӗ. Ӳкни, чӗркеленни, аманни — пӗр лару-тăру пулсан, ачан пурнăçӗ те татăлма пултарать. Ашшӗ-амӑшӗсен кун пирки манас марччӗ, — терӗ çул-йӗр хăрушсăрлăхӗшӗн яваплă пулнă ертӳçӗ. 

Комиссире хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса, ӳсӗрле ҫӳренипе ҫыхӑннӑ аварисем чылай чухне вилӗмпе вӗçленме пултарнине палăртса иртрӗç. Ҫавна май, районти ҫулсем ҫинче хӑвӑртлӑх режимне пӑхӑннине контрольте тытассине вӑйлатма, ҫавӑн пекех, профилактика ӗҫне активлатма, уйрӑмах мототехника хуҫисемпе ҫул ҫитменнисем хушшинче тӗлпулусем йӗркелеме кирлине палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех, август уйӑхӗн тăршшӗпе «Мотоцикл» профилактика акцийӗ ирттерме йышӑнчӗç.
Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх — кашнин яваплӑхӗпе çыхăннă! Хисеплӗ район ҫыннисем, çакна манас марччӗ!

цифрăсем

2025 ҫул пуҫланнӑранпа республика ҫулӗсем ҫинче 1750 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 161 ҫын вилнӗ. Июль уйӑхӗнче кӑна республика ҫулӗсем ҫинче 317 авари пулнӑ, вӗсенче 39 çыннăн пурнăçӗ татăлнă, 358шӗ суранланнӑ.
Çулсем çинче ачасем хутшăннипе пулнă инкексен шучӗ ӳсни те пăшăрхантарать — вӑл 10% ӳснӗ, пурӗ 265 ҫул ҫитмен ача аманнӑ, ҫичӗ ҫын вилнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗсем вара, çавах йӗркене пӑсма пӑрахмаççӗ: ачасене автокреслӑсӑр, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине лектермесӗр çӳренӗ 7000 тӗслӗх палӑртнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев