Çамрăксем – хастар халăх
Июнӗн 12-мӗшӗ – Раҫҫей кунӗнче, 14 çулхи ачасемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулăм пулчӗ, 12 ҫамрӑк Раççей Федерацийӗн гражданинӗн паспортне илчӗç. Мероприяти «Чупрэле» паркра йӗркеленӗ уяв шайӗнче иртрӗ.
Раҫҫей кунӗ – ҫӗршыва çӗнетнин, йӑла-йӗркене упраса малалла кайма хатӗр пулнин символӗ. Ҫак уяв, çавӑн пекех, Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗн, тӗрлӗ чӗлхесен, тӗнсен тата культурӑсен пӗрлӗхне палӑртать. Вӑл обществӑра пӗр-пӗрне хисепленине, туслăха, килӗшӳлӗхе сӑнарлать.
Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи пайӗн начальникӗ, полици подполковникӗ Марат Хузеев мероприятие хутшӑнакансене саламласа, сунăмӗсене пӗлтерчӗç.
– Хисеплӗ ҫамрӑк тусăмăрсем! Сире паянхи чаплӑ уявпа – Раҫҫей кунӗпе тата ҫак паллӑ пулӑмпа саламлатӑп. Тӑван енре, Тӑван ҫӗршывăмăрăн уявӗн кунӗнче паспорт илни – пысӑк утăм, сирӗншӗн пысӑк мӑнаҫлӑх, – терӗ Алексей Ярухин.
– Пирӗн ҫӗршыв – нумай нациллӗ, пӗрлӗхлӗ Раҫҫей. Унӑн ячӗ вара пире пӗрлештерет, пӗрлехи тӗллевсем патне илсе пырать. Кирек мӗнле тӗрӗслевсем пулсан та, эпир пӗрле чухне ҫеҫ вӑйлӑ. Паянхи ҫамрӑк ӑру – ҫӗршывӑмăрăн пуласлӑхӗ. Ҫавӑнпа та сире тӑрӑшса вӗренме, пӗлӳ илме, Тутарстанпа Раҫҫейӗн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулса ӳсме сунатӑп, – тесе уяв сунăмӗсене пӗлтерчӗ Марат Хузеев.
Паспорт илни – пысӑк яваплӑх та. Ку пурнӑҫ ҫулӗн пуҫламӑшӗ кӑна, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ утӑм. Тантӑшӗсен ятӗнчен Ксения Ларионова пухӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ май, вӗсем хăйсем тивӗҫлӗ ҫынсем пуласса шантарчӗ.
Нет комментариев