Раҫҫей историйӗнчи Ту енӗ
Районта регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ
ТР Наукӑсен Академийӗн Шигабутдин Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн пуҫарӑвӗпе иккӗмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ Çӗпрел тăрăхӗнче вун-вун ученăй пӗр-пӗрин шухăшӗпе паллашма пухăнаççӗ.
Мероприятийӗн тӗллевӗ – анлӑ общественноҫа Кӑнтӑр Атӑл ҫи, урӑхла каласан Ту енӗ текен территорире пурӑнакан халӑхсен ӗмӗрхи историйӗ ҫинчен пӗлтересси. Пӗлтӗр çакӑн пек пысӑк мероприяти Анат Чакă ялӗнче иртрӗ. Кӑҫалхи ҫул ăна районти Культура çуртӗнче йӗркелерӗç.
Конференцийӗн тӗп теми Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Тутарстанра пӗлтернӗ Çар тата ӗç паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкне ҫавӑрса илнӗччӗ.
Мероприятие уҫнӑ май, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, Ҫӗпрел районне тата пӗтӗмӗшле Ту енӗн историне халалланӑ виҫҫӗмӗш наука конференцийӗ пулнине палӑртрӗ.
– 2015 ҫулта Хусанти федераллӑ университетпа Тутар энциклопедийӗн институчӗ йӗркеленӗ наукăпа тӗпчев мероприятийӗ район энциклопедине йӗркелеме стимул пачӗ, – терӗ вăл, институт ученăйӗсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав турӗ.
Конференцие общественность представителӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем, çутӗç, культура, библиотека ӗҫченӗсем, вырӑнти ҫынсем пухӑнчӗҫ.
– Ту енӗ – пысӑк историллӗ тăрăх, вӑл пирӗн республикӑн чылай пайне илет. Вӗсем: Зеленодольскран пуçласа, Апастово, Кайпăç, Пӑва районӗсем, ҫавӑн пекех, Теччӗ, Камско-Устьинск, Тутарстан Республикипе чикӗленсе тăракан Чӑваш Республики, Ульяновск облаҫӗ тата ыттисем те. Шутласа кайсан, чылай пысăк территори, чи пахи – вӑл тӗрлӗ халӑхсен ӗмӗрхи историне пӗрлештернӗ тата тӗрлӗ халăхсен кун-çулӗ пӗрле çыхăнса пынă вырăн. Ҫак тăрăхра пӗр шыв тумламӗ пек, Раҫҫей халӑхӗн историйӗ палӑрать, – тесе палăртса иртрӗ истори наукисен докторӗ, Тутарстан Республикин Наукӑсен академийӗн членӗ, Шигабутдин Марджани ячӗллӗ институтăн директорӗ Радик Салихов.
– Тӑван ен историне юратакансемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн институтăн алӑкӗсем сирӗншӗн яланах уҫӑ: пирӗн пата тавра пӗлӳҫӗрен пуҫласа, вӗрентекен, музей ӗҫченӗ, пӗтӗмӗшле историпе интересленекен библиотекарь таранах килме пултараҫҫӗ. Пулӑшӑпӑр, кӑтартӑпӑр, канашлӑпӑр. Пӗрлехи вӑйпа кӑна эпир хамӑрӑн историе тата та тарӑнрах тӗпчеме, ӑна пулас ӑрусем патне çитерме документаллă, пуян эткер хăварма пултарăпӑр, – тесе конференцие хутшӑнакансене чӗнсе каларӗ институт директорӗн ҫумӗ Марат Гибатдинов.
Мероприятисем кунӗпех тӑсӑлчӗҫ. Ун шайӗнче институтăнăн ученăйӗсем тухса калаҫрӗҫ.
Ҫавӑн пекех, районта тăван ен историне тӗпчес, институтпа тачӑ ҫыхӑнура тăракан ӗç ветеранӗ, Çӗпрелӗн энциклопедине йӗркелекен Иршат Закиров тухса калаçрӗ. Çӗпрелӗнчи музейăн директорӗ Резеда Фаизова, Алешкин-Саплăк ялӗнчи Культура çурчӗн директорӗ Наталия Клементьева та конференцире хутшӑнакансене хăйсен ӗҫӗ-хӗлӗн тӗслӗхӗсем ҫинчен интереслӗ нумай информаци пӗлтерчӗҫ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче ТАИФ ушкӑнне, ентешӗмӗре Альберт Кашафович Шигабутдинова пулӑшнӑшӑн тата пӗрле ӗҫленӗшӗн пысӑк тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Нумай наука, истори еткерлӗхне çӗршыв тата тӗнче шайӗнче палăртас ӗҫре Альберт Шигабутдиновăн пайӗ пысăк. Ҫакӑн пек кӑларӑмсенчен пӗри «Çӗнтерӳ календарӗ» кӗнеке пулчӗ. Унӑн содержанийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене ҫавӑрса илнӗ, унӑн страницисенче Çӗпрел районӗн ҫыннисен те вырăн илнӗ.
Институтăн представителӗсем историе тӗпчес енӗпе малашне те килӗштерсе ӗçлессине палӑртрӗҫ. Октябрь уйӑхӗнче ҫакӑн пек черетлӗ тӗлпулу паллă историк, педагог, общество деятелӗ Хади Атласи 150 ҫул тултарнине халалласа, каллех Анат Чакăра, ентешӗмӗрӗн тӑван ялӗнче ирттерӗç.
– Истори вӑл – астӑвӑм. Унӑн никӗсӗнче пирӗн пурин те: ҫемьесен, ҫӗршывăн пӗтӗмӗшле хаклӑхӗсем. Ҫавӑнпа историе тӗпчени, ҫак хаклӑхсене пулас ӑрусене пани пӗлтерӗшлӗ, – терӗç конференцире.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев