Ҫӗр айӗнче ҫулсем ҫук...
Тав сăмахӗ
Ҫухатусем питӗ йывӑр, теҫҫӗ. Ку ҫапла пулни хăв çине йăтăнса ансан тата та çирӗпрех ӑнланатăн иккен.
Юратнӑ мăшăрăм, ывӑлăмсен Анасăн, Ильмирăн тата Ильясӑн хаклӑ ашшӗ Рамиль кӗтмен ҫӗртен пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Çак йывăр та хуйхăллă кунсенче пире пурлăх пулăшăвӗ панă, мăшăрăма, аттемӗре юлашки çула ăсатма пулăшнă, пире хисеплесе килнӗ мӗнпур тӑвансене, хăтасемпе тăхлачсене, кӳршӗсене, туссене, мăшăрăмпа, ывӑлсемпе пӗр класра вӗреннисене, ывăлăмăн Анасăн класс ертӳҫине Назима Мунировнана, ҫавӑн пекех, техникумăн директорне Валерий Викторович Лухманова тата техникумăн мӗнпур преподавателӗсемпе ӗçченӗсене, пире пур енчен те пулӑшнӑшӑн, пирӗншӗн тунӑ ырă ӗҫӗсемшӗн чун-чӗререн тав тӑватпӑр.
Тунă ырă ӗçӗсем хăйсене те пин хут ырăпа таврăнччăр.
Район больницин тӗп врачне Иосиф Виссарионович Кукушкина, терапевта Илгизяр Рустямовича, мăшăрăма сипленӗ тӗп врач ҫумне Ильназ Фаритовича питӗ пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Сире сывлӑх, чун лӑпкӑлӑхӗ, яваплӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем сунатпӑр.
Мăшăрăмăн, аттемӗрӗн вырӑнӗ ҫӑтмахра пултӑр. Питӗ тунсӑхлатпӑр. Сывă чухне пӗр-пӗрне хаклар, тӑванлӑха упрар. Ҫӗр айӗнче ҫулсем ҫук...
Винира Ахмадуллина, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев